Конфуци

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ӳкерчĕк:Kun-ze.gif
Конфуций
Конфуци (1922)

Конфуци (孔子, сайра 孔夫子, латинласа Confucius; пирĕн эрăччен 551 çул тĕлĕнче479) — китай ăславçи тата философĕ. Цӳйфу хулинче çуралнă, пурăннă.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет]

Вĕрентĕвĕ[тӳрлет]

Тĕп статья: Конфуциллĕх

Пархатарлă çыннăн пиллĕк тăтăшĕ (цзюнь-цзы, 君子)[тӳрлет]

  • Жень (仁) — çынна юратни.
  • И (义 [義]) — тӳрĕлĕх.
  • Ли (礼 [禮]) — тӳррĕн каласан «ритуал»,
  • Чжи
  • Синь (чĕре палли (иероглифĕ) — чун уçăмлăхĕ, ырă кăмăллăх,


Конфуци вĕрентсе каланисем, вĕренекенĕсем çырса илнĕ.[тӳрлет]

Вĕрентӳçĕ каланă: – Кам çĕнĕне ăнкартать, киввине ырлать, çав вĕрентӳçĕ пулма пултарать.

Хăвăн мĕскĕнлĕх пирки ан хурлан; Хăвна никам та пĕлмест тесе ан хуйхăлан, Çапах та чапа тухма тăрăш.

Вĕрентӳçĕ каланă:

– Вунпилĕк çулта эпĕ вĕренес кăмăла туйса илтĕм; вăтăра çитсен эпĕ тĕрĕклентĕм; хĕрĕхре иккĕленӳрен хăтăлтăм; аллăра Тӳпе хистевне ăнкартăм; утмăлта манăн хăлха витĕмлĕ илтет; çитмĕлте эпĕ виçе пăсмасăр чĕре сунăмĕпе пурăнатăп.

Вĕрентӳçĕ каланă: – Юн? Çыннăн, анчах та хӳхĕм пӳплешӳсĕр.

Вĕрентӳçĕ явăпланă:

– Мĕн ăна хӳхĕм пуплешӳлĕх? Кам хăйне чĕлхипе йăрă хӳтĕлет, хăйне часах курайманлăх тупать. Тавçăраймастăп, пур-ши унăн этеплĕхĕ, çапах та мĕне кирлĕ ăна хӳхĕм калаçни?

Вĕрентӳçĕ каланă:

– Тĕрĕк вăта – пур ырлăхсенчен чи çӳлли, анчах та вăл çын хушшинче халĕ сайра çӳрет.

Вĕрентӳçĕ каланă:

– Пархатарлă ар тӳрĕлĕхе тупăçлать. Пĕчĕк çын услама çеç тупать.

Вĕрентӳçĕ каланă:

– Ятлă-сумлă çынна тĕл пулсан, унпа танлашма тăрăшăр; тивĕçӳсĕр çынна тĕл пулсан, хăвăрăн ăнланăва кĕрĕр.

Вĕрентӳçĕ каланă:

– Кам ашшĕ çĕре кĕрсен виçĕ çулчен унăн çулĕнчен аяккалла пăрăнмасть, çав ашшĕн хисепне тивĕç.

Вĕрентӳçĕ каланă: – Авал çынсем намăс-симĕс пуласран çăвар уçман, сăмах хыççăн ĕлкĕрме май çук тесе.

Тăван ялĕнче Конфуци уçă кăмăллă çын вырăнĕнче пулнă, мухтанса пуплемен, патша керменĕнче тата мăн аслашшĕсен кĕлĕ çурчĕнче вара сахал пулин те селĕм калаçнă.

Авмака циновка çине ларман.

Вĕрентӳçĕ каланă:

Эхер çӳлте тăраканнисен харпăр тыткалани тĕрĕс, ĕçсем йĕркипех пыраççĕ, хушусем памасан та. Эхер çӳлте тăраканнисен харпăр тыткалани тĕрĕс мар, хушсан та халăх пăхăнмасть.

Лаша вити çунса кайсан, вĕрентӳçĕ, кнеç патĕнчен таврăнсан, ыйтнă:

– Пур те сывă-и? Лашасем пирки ыйтман.

Янь Юань этеплĕх мĕне пĕлтерет тесе ыйтнă. Вĕрентӳçĕ явапланă:

– Эттеплĕ пуласси – хăвна çĕнтересси, ритуала кĕресси. Эхер пĕррехинче хăвна çĕнтерсе ритуала кĕрсен, Тӳпе айĕнче пурĕ те сана этеплĕ вырăна хурĕç. Этеплĕхе çитесси хăвăнтан кăна, ыттисенчен мар, килет.

– Тĕплĕнрех ăнлантарса парăймăр-и эсир? — малаллах тĕпченĕ Янь Юань. Вĕрентӳçĕ хуравланă:

– Ритуала ютшăнуллă пулсан, ун çине ан пăх. Ритуала ютшăнуллă пулсан, ăна ан итле. Мĕн ритуалран ютшăнуллă, ăна ан кала.Ритуала ютшăнуллă пулсан, ăна ан ту.

Янь Юань каланă:

– Эпĕ тавçăруллă мар пулин те, ирĕк парсамăр мана çак сăмахсене пурнăçа кĕртме.

Ци çĕрĕнчи Аслă кнеç Конфуцирен ыйтнă, мĕнре патшалăха тытса пырасси. Конфуци явапланă:

– Патша патшах пултăр, тарçи – тарçах, ашшĕ – ашшех, ывăлĕ – ывăлех.

– Селĕм! Чăн-чăнах, эхер те патшан патша пулмасан, тарçăн тарçах, ашшĕн ашшех тата ывăлĕн ывăлех, манăн çăкăр пулсан та, çиме пултарăйăп-ши ăна? – хуравланă кнеç.

Такам ыйтнă: – Эхер сарăпа ырлăхпа сапласан. Вĕрентӳçĕ явапланă:

– Мĕнпе вара ырлăха саплас? Сарăпшăн тӳрĕлĕхпе тӳле. Ырлăха ырлăхпа сапла.

Вĕрентӳçĕ каланă:

– Этем çула мăнаçлă тума пултарать, анчах этеме çул мăнаçлă тăваймасть.

Вĕрентӳçĕ каланă:

– Çав кăна — йынăш, хăшĕ тӳрленеймест.

Цзыгун ыйтнă:

Пĕтĕм пурнăçа ун хыççăн пымалли сăмах пур-ши? Вĕрентӳçĕ хуравланă:

– Çавăн пекех-ши çын асапĕшĕн пăшăрханни? Хăвна мĕне сунмастăн, çавнах ыттисене ан ту.

Кермен хапхине кĕнĕ май вырнаçанаймастăп тенĕ евĕр çав тери хутланнă. Чарăнсан варринче тăхтаман, кĕнĕ чух алăк янаххи çине пусман.

Астул çумне пынă çем, вăл сăн-пичĕпе те улшăннă, урисем те унăн хавшакланнă пек утнă, сăмахĕсем те таçта çĕтнĕ. Акă, аркăна пуçтарса, вăл мăн пӳлĕме кĕрет — пĕтĕмпех пĕкĕнсе, сывлама чарăнса. Залран тухса пĕр картлашка ансанах, унăн сăн-пичĕ çăмăлланулăхпа илленнĕ. Пусма картлашкисенчен анса, аллисене çунатсем евĕр сарса, малалла утнă, типĕ тытнă ырлă сăнпа хăйĕн вырăнне таврăннă.

Каçăсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • А. А. Маслов. Конфуций. // Маслов А.А. Китай: колокольца в пыли. Странствия мага и интеллектуала. - М.: Алетейя, 2003, с. 100-115.