Контент патне куҫ

Круглый Лев Борисович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лев Борисович Круглый
Çуралнă вăхăт: 1931, нарăс, 24
Çуралнă вырăн: Мускав
Вилнĕ вăхăт: 2010, чӳк, 17
Вилнĕ вырăн: Гаренн-Коломб, Франци
Гражданлăх:
Професси: Актёр
IMDb: ID 0472622

Лев Борисович Круглый (нарăс, 24 1931чӳк, 17 2010) — театрпа кинора ĕçленĕ совет актёрĕ .

Метротăвакан тата мусăк ĕçченĕн (А. Б. Гольденвейзер патĕнче вĕреннĕскер) çемьинче çуралнă. Унăн ĕлĕххи тăванĕсем Кейӳре пурăннă, хăш тăванĕ Холокостра пĕтнĕ[1].

1953 çулта М.С. Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кĕрет, Вера Николаевна Пашенная патĕнче пĕлӳ илет. Сцена çине пĕрремĕш хут студент чухнех Малый театрĕнче «Иван Грозный» спектаклĕнче тухать.

1953—1956 çç. — Хабаровск Енĕн драма театрĕн актёрĕ[2]. Хабаровскран Мускава таврăнсан «Современник сценинче вылять.

1964 çулта хăшпĕр актерсемпе пĕрле, Анатолий Эфрос режиссёр хыççăн, малтан Ленин комсомолĕ ячĕллĕ театр (халĕ — Ленком), 1967 ç. — Театр на Малой Бронной куçать. 1965 çулта Алексей Арбузовăн «Мой бедный Марат» пьесипе лартнă паллă «Марат, Лика и Леонидик» спектакль тухать: Леонидика Лев Круглый, ЛикăнаОльга Яковлева, Марата — Александр Збруев вылять; Эфрос хатĕрленĕ «Три сестры» Тузенбаха пысăк ăнăçу тивет.

Кинора унăн дебючĕ 1959 çулта, Михаил Калик режиссерăн «Колыбельной» фильмĕнче çуралать. Актёрăн фильмографинче «713-й просит посадку», «Впереди крутой поворот», «Живые и мёртвые», «Шумный день», «Подарок черного колдуна» тата урăххисем те.

1979 çулта Наталья Энке актриса арăмĕпе тата Никита ывăлĕпе пĕрле тăван çĕр-шывран тухса каять. Венăра, Мюнхенре (в Мюнхенре виçĕ çул хушши «Ирĕклĕх» радио диктор вырăнĕнче ĕçленĕ) пурăннă.

Францире çемьипех Медонра, Парис çумĕнче, пурăнма вырнаçать.

Спектакльсем лартса вĕсенчех хăйсем те вылянă. Икĕ актёр театрĕ 25 çул ĕçлет. Мĕнпур Америкăпа Европăна çитсе хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Раççее Лев Круглый Наталья Энке арăмĕпе икĕ хутчен килсе курнă: пĕрремĕш хут РФ Культура министерстви чĕнĕвĕпе Мускавпа Петербурга 1993 çулта («Бедные люди», «Кроткая» и «Женитьба» спектакльсем), иккĕмĕш — 2003 çулта («В карете прошлого» спектакльпе). Эмиграцире тĕне кĕрет те экуменист йăлине тытса пырать[1].

2005 çулта раççей культура ĕçченĕсемпе пĕрле Михаил Ходорковские политикăшăн тĕрмене лартнă тенĕ çыру çине алă пусать.

2010 çулхи чӳкĕн 17-мĕшĕнче, вырăнти вăхăтпа кăнтăрлахи пĕр сехет тĕлнелле, Парис тулашĕнчи Гаренн-Коломб хулин «Лембер» клиникинче куçне ĕмĕрлĕхех хупать [3].

Арăмĕ — актриса Наталья Энке. Ывăлĕ — Никита Львович Круглый-Энке, к/м «Ливень» фильмра (1977, Одесса киностудийĕ) тĕп роле вылянă[4].

Сценографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет Пĕрлешĕвĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хабаровскри драма театрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1967 — «Три сестры» А. П. Чеховăн

Бретон культура центрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Кроткая» (Ф. М. Достоевскипе)
  • «Граф Нулин»

Медонри Сен-Жорж центрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Женитьба»

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет Пĕрлешĕвĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]