Кукша чăх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кукша чăх
Fulica atra

Кукша чăх - килти чăх пысăкăш кайăк. Çăмартисем (7-12) çутăрах сарă, е хĕрлĕрех тĕслĕ, пăнчисем хурарах хĕрлĕ. Çăмартисене юр кайса пĕтсенех шыв курăкĕсен чăтлăхĕсенче, шыв-шур варринче тăваççĕ. Чĕпписене йăваран икĕ-виçĕ кунтанах илсе тухаççĕ. Икĕ эрне хушши çăвартан хыптарса тăрантараççĕ, кайран чĕпписем хăйсемех çиме пуçлаççĕ. Апачĕ курăксенчен тăрать. Чĕпписем хурт-кăпшанкăпа çеç тăранса пурăнаççĕ. Вĕсем виçĕ уйăхран кăна вĕçме вĕренсе çитеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çав вăхăтра тĕк тăкма тытăнать те çап-çара пулса юлать, çавăн чухне вĕсем вĕçме пултараймаççĕ, курăксем хушшинче пытанса пурăнаççĕ. Хĕл каçма Çурçĕр Африкăна авăн уйăхĕнче каяççĕ. Каялла вĕсем ака уйăхĕн пуçламăшĕнче килеççĕ.

Ӗлĕкрех çак кайăксен йышĕ пирĕн тăрăхра пысăк пулнă. Халĕ вĕсен йышĕ çулсерен чакса пырать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]