Курлянди кĕпернийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Курлянди кĕпернийĕ, — 1796—1920 çулсенче Раççей империйĕн Балтика çумĕнчи виçĕ кĕпернийĕнчен пĕри. Кĕперне пуçлăхĕ Митава хулинче ларнă.

Географи[тӳрлет]

55°41'-мĕшпе 57°45½'-мĕш çурçĕр широта хушшинче вырнаçнă пулнă. Çурçĕр енчи çыранĕсем Балтика тинĕсне тата Рига заливне тухнă. Рига заливне çавăн пекех çурçĕр-тухăç тата тухăç енчи çĕрĕсем тухнă. Анăç енче Балтика тинĕсĕ пулнă. Кăнтăр енчи чикки Вилен тата Ковен кĕпернийĕсемпе тата Пруссипе юнашар иртнĕ. Тухăç енче çавăн пекех Лифляндипе Витебск кĕпернийĕсем пулнă.

Кĕперне лаптăкĕ 27 290 км2 танлашнă.

Пайланăвĕ[тӳрлет]

1819 çултанпа 10 уес çине пайланнă: Доблен, Баус, Туккум, Тальсен, Виндавски, Газенпотски, Гробин, Гольдингенски, Фридрихштадтски тата Иллукстски .

Халăх йышĕ[тӳрлет]

1857 çулта 555 003 çын пурăннă, вĕсенчен хĕрарăмсен шучĕ — 283 101, арçынсен — 271 902 çын. 1895 çулта 736 885 çын пурăннă, вĕсенчен хĕрарăмсен шучĕ — 377 968, арçынсен — 358 917 çын. 1897 çулта 674 034 çын пурăннă, вĕсенчен хĕрарăмсен шучĕ — 347 782, арçынсен — 326 252 çын.