Ле Гонидек Жан-Франсуа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ar Gonideg.jpg

Шаблон:Çын

Ян Гониде́к (брет. Yann Frañsez Vari ar Gonideg) (авăн, 4 1775, Ле Конкеюпа, 12 1838, Парис) — франци лингвисчĕ, бретонь чĕлхин аталанăвне мăн ĕç тунăскер, ăна Tad ar Yezh — «чĕлхе ашшĕ» — тесе хисеплеççĕ.

Ле Гонидек 1775 çулхи авăн, 4 Бретань анăçĕнчи Ле Конке пĕчĕк хулара, кĕçĕн дворянин çемьинче çуралнă. 1787 — 1791 çулсенче Трегьерте вĕреннĕ. Шуансен пăлхавне хутшăннă. 1804 çултанпа тинĕс çар флотĕнче хĕсметре тăнă, каярах вăрман хуçалăхĕнче карапсем тума йывăç хатĕрленĕ ĕçшĕн явапла пулнă. Вăл Парисра, Гамбургра, Нансире тата Муленре пурăнни паллă, каярахпа Ангулемре вырнаçнă.

1807 çулта «Кельт-бретонь грамматикине» (Grammaire celto-bretonne) — бретонь чĕлхин, 1657 çулта Жюльен Монуар хайласа кăларнă «Ииусус таса вĕрентĕвĕ» хыççăнхи, иккĕмĕш грамматикине кун çутине кăларнă. 1803 çулта Парисри нумай тытăнса тăман «Кельт академине» кĕнĕ. 1821 çулта «Кельт-бретонь сăмахсарне» кăларнă, ăна автор вилнĕ хыççăн 1850 çулта кăларнă.

Ле Гонидек бретоньле Библине пичетлесшĕн тăрăшнă — сăмахран, Уильям Морган валлилле Библие хатĕрлесе кăларни чĕлхене упранса юлма пулăшнă. 1821 çулта вăл чиркӳ ырланă «Истори катехизисĕ» (Katekiz historik) ĕçе пичетленĕ, анчах та Çĕнĕ Халала кăларма чарнă, ăна 1827 çулта пĕр акăлчан протестант йĕркелĕве пичетленĕ.

1833 çулта Ле Гонидек Парисре йăва çавăрать. 1837 çулта унăн «Франци-бретонь сăмахсарĕ» çутта тухать. 1838 çулхи юпа, 12 Ле Гонидек чĕри тапма чарăнать. Ăна тăван Ле Конке кĕтесре пытарнă.

Ле Гонидек бретонь наци чĕлхине аталантарассинче çав тери сумлă ĕç тунă, унăн орфографи реформине Теодор Эрсар де ла Вильмарке, «Барзаз Брейз» сăвăлла юмах пуххине кăлараканĕ, бретонь челхипе этеплĕхĕн сумлă авторитечĕ, хапăлласа йышăннă. Унсăр пуçне, 1840 çул хыççăн Кемпер епископĕ Жозеф-Мари Гравран килĕшĕпе Ле Гонидек орфографине чиркӳ те йышăннă.

Вуламалли[тӳрлет]

  • Dujardin, Louis-Marie. La vie et les œuvres de Jean-François-Marie-Maurice-Agathe Le Gonidec, grammairien et lexicographe breton, 1775—1838. Brest: Impr. Comm. & adm., 1949.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]