Лигурсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Итали халăхĕсем п. эрч. VI ĕмĕрте

Лигурсем (лат. Ligures, ав.гр. Λίγυες, Λίγυρες) — Италин çурçĕр-хĕвеланăç пайĕпе Галлин кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕнче (ку çĕрсене çавăн пекех Лигури теççĕ) пурăннă тĕрлĕ авалхи халăхсен пĕтĕмĕшле ячĕ. Вĕсем кунта пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш пинçуллăхăн çурринчен пуçласа пирĕн эрăччен пурăннă. Ăсчахсем шутланă тăрăх пирĕн эрăчченхи 2-мĕш пинçуллăхпа 1-мĕш пинçуллăх çурри тапхăр вăхăтĕнче вĕсем хальхи Италин пĕтĕм çĕрне йышăннă. Кайран вĕсене италиксем хĕсме пуçланăран çурçĕр-хĕвеланăç енне куçа пуçланă.

Голасеки культури лигурсен пулма пултарать тесе шутлаççĕ. Археологи тĕпчевĕсем пĕлтернĕ тăрăх пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче вĕсем çĕр ĕçĕпе пурăннă, выльăх ерчетнĕ. Ку вăхăт тĕлне вĕсен хулисем йĕркеленме тытăннă. Виле пытарнине тĕпченĕ май ăсчахсем вĕсен культуринче çар пысăк шайра пулнине кăтартнă. Лигурсен патшапа влаçĕ пулнине те палăртнă. Чылай вăхăт хушши вĕсен ял канашĕ çирĕп пулнă.

Пирĕн эрăчченхи III ĕмĕртен пуçласа вĕсем, уйрăмах, ирĕке юратакансем, римлянсемпе кĕрешме пуçлаççĕ. Ку кĕрешӳ ĕмĕр тăршшĕпе пынă — пирĕн эрăчченхи II ĕмĕрте вĕсен ирĕклĕхне пĕтернĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Авалхи тапхăрчен, п. эрч. 4-3 пинçуллăх тĕлнелле, лигурсем пурăннă вырăнта иккĕ тăванла археологи культури аталаннă: тăваткал пырлă савăт-сапа (ТПСК) тата Лагоцца культури (ăна çаплах шассей культури теççĕ[1]. Çак иккĕ тăванла культура культура кардиал керамикин культуринчен тухнă.

Авиен çырса хăварнипе, тахçан лигурсен гегемонийĕ Çурçĕр тинĕсне çити саралнă, вĕсен хуçаланăвне кельтсем аркатаççĕ, каялла Вăтаçĕр тинĕсĕ патнелле хăваласа яраççĕ, çак ĕнтĕ шассе культурипе тăван пулнине палăртма пултарать. Лигур топонимĕсене Сицилире, Рона айлăмĕнче, Корсикăпа Сардинире тупнă. Лигурсем кӳршĕлле камуннсемпе тăванлă пулнине çирĕплетмен.

Лигур халăхĕ Çурçĕр Италин чи авалхи этносĕ пулать. Тинĕсçум Альпăсенчи чул çинчи ӳкерчĕксене (палеолитран тимĕр ĕмĕрĕ таран) вĕсемех тунă темелле.



Лигурсем темиçе вак йăха (тĕсл. саллувисем, аллоброгсем, тауринсем т. ур.) пайланнă. Грек тата рим авторĕсем çырнипе, вĕсем лутра та типшĕм пулин те питĕ вăйлă; сĕт-çупа тымарсемпе апатланнă, лаçсенче е çĕр хăвăлĕсенче пурăннă. Генуйăсăр пуçне урăх хула пулман. Вĕсен хĕçпăшалĕ: ухă, пращи, кĕске хĕç, пуртă тата тăрăхла пăхăр хӳтлĕх. Тăтăшах вĕсем тинĕсе тухса карапсене тустарнă. Римсем лигурсене ирĕклĕхшĕш çуннăшăн юратман, вĕсем шанăçсăр ултав, çаратакан çынсем шутланнă.

Грексем вара вĕсене хастар та хăйсене çирĕп тытакан, вăрçăра хăюллă тата тинĕсе тухма хăраман çынсем тесе палăртнă. Лигурсем тинĕс хĕрринчи çĕрсенче тата По шывĕн айлăмĕнче çĕр ĕçĕпе аппаланнă, çаплах вăрман ĕçленĕ тата выльăх ĕрчетнĕ. Сутă-илĕвĕн тĕпĕ Генуя шутланнă, унта вĕсем выльăх, сăран-тир, пыл тата карап тумалли вăрман сутнă. Лигурсен ĕлĕк-авалхи кун-çулĕ пирки нимĕн те паллă мар. Ĕлĕкхи çыравçăсем лигурсем иберсене пăхăнтарнă, хăйсене кайран кельтсем кăларса янă пирки асăнмаççĕ. Юстин пĕлтернипе, Марсель хулана тунă чухне грексен лигурсемпе чылай кĕрешме тивнĕ, лăпкăлăх килĕшĕвне тума пултарнă. Пуни вăрçисем иртсен кăна тăнăç пурнăç пĕтет, лигурсем марселĕн пурăнан вырăнĕсене — Ницея (Ницца) тата Антиполис (Антиб) — тапăнаççĕ. Марсельсене пулăшма римсем тухаççĕ, Фульвий Флакк п. эрч. 125 çулта тата Секста Кальвин п. эрч. 120 çулта иртернĕ экспедицисем хыççăн Лигури пăхăнать, саллувисен çĕмĕрнĕ тĕп хули вырăнĕнче Aquae Sextiae (халĕ Э) кармана хăпартаççĕ. Альпă тинĕс çумĕнчи лигурсем кăна п. эрч. 14 çулчен ирĕклĕ пурăнаççĕ; çакăншăн вĕсем парăм тӳлеççĕ те Римран пуçлăха (praefectus Alpium maritimarum) йышăнаççĕ. Император Август çурçĕр-анăç Италинче Лигури провинцине туса хурать, унта хальхи Ницца, Генуя, Пьемонтăн кăнтăр пайĕ, Пармăпа тата Пьяченцăн анăç пайĕ кĕнĕ.

Çавăн пекех[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • Немировский А. И. История раннего Рима и Италии. Воронеж, 1962.
  • Sereni Е. Comunita rurali nell’ltalia antica. Roma, 1955.
  • D’Arbois de Joubainville, «Les premiers habitants de l’Europe». Париж, 2 изд., 1889—1894.
  • D’Arbois de Joubainville, «Liguria geologica et preistorica». Генуя, 1892.
  • Issel, Art. «La Liguria e i suoi abitanti nei tempi primordiale». Генуя, 1885.

Асăрхасем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Авалхи Итали