Луви чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Луви чĕлхи, — анатоли ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Пирĕн эрăчченхи XV—X ĕмĕрсенче Хетт патшалăхĕнче сарăлнă пулнă. Унта ăна патшалăх ĕçне тытса пыма усă курнă.

Луви чĕлхинсен ликипе сидет чĕлхисем пулса кайнă.

Çыруллăхĕ хутăшла пулнă, идеограммăсемпе татăк паллисене усă курнă. Ку çыруллăх Пĕчĕк Ази çĕрĕсенче сарăлнă пулнă, халĕ вăл Луви иерогрифĕсем пек паллă. Хăш-пĕр çыруллăх палăкĕсене тăм çинче çырнă, вĕсем аккад çыруллăхне çывăх.

XX ĕмер пуçламăшĕнче Бедржих Грозный чех ăçчахĕ луви чĕлхине вулама май тупнă, чĕлхе индо-европа чĕлхисене çывăххине çирĕплетнĕ.