Контент патне куҫ

Лукерья (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ЛукерьяЧулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сулахай юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Кондобоево ятлă пушă ялтан икĕ çухрăмра вăрманта вырнаçнă. Ытларах пайĕпе çурçĕр-хĕвелтухăçнелле юхать. Уста шывне лешĕ Арьяпа пĕрлешнĕ хыççăн тепĕр çухрăмран юхса кĕрет.

Лукерья юпписен шучĕ вуннă ытла, пысăкки шутне Семендейка кĕрет.

Юханшыв шурлăхлă вăрман тăрăх юхнăран ун тăрăхĕнче пĕр ял та çук, çынсем пурăнмаççĕ.