Шурлăх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шурлăх.Çурçĕр Германи

Шурлăх — ытлашши нӳрĕк-йĕпеллĕ, юхса иртекен шывлă çийĕнчи пĕрмай шывсăр типçĕр пайĕ.

Шурлăхăн çийĕнче пĕтĕмпех çĕрсе кайман органикăллă япаласенчен торф пулса çитет.

Шурлăх торфĕн хулăнăшĕ 30 см сахал мар, унтан сахал пулсан — шурлăхланнă çĕр теççĕ.

Шурлăхсем ытларах Çурçĕр çурчăмăрĕнче, вăрмансенче тĕл пулаççĕ. Раççейĕн Европа пайĕн çурçĕр çĕрĕсенче, Анăç Çĕпĕрте, Камчаткăра чылай.

Шурлăхăн çутçанталăкне тĕпчеме М. В. Ломоносов тытăннă, çак ĕçре совет ботаникĕ В. С. Доктуровский чылай вăй хунă, вăлах шурлăх тĕпчевĕ ăслăлăх уйрăмне аталантарса янă.

Шурлăхсем пулса кайни[тӳрлет]

Шурлăхланнă кӳлĕ

Шурлăх икĕ тĕп мелпе пулса тăрать: тăпра шурлăхланнипе е шыв калăпăшне ӳсен-тăран ярса илнипе. Шурлăх пулса каймаллин пĕрмайлă кирлĕ майĕ — пĕрмай ытлашши нӳрĕклĕх.

Шурлăх ӳсентăранĕ[тӳрлет]

Шурлăх — ботаника ăнланăвĕ çеç мар, географипе ландшафт ăнланăвĕ те пулать. Шурлăхра уйрăм тĕслĕ ӳсен-тăран çитĕнет, вĕсене геоботаника ăслăлăхĕ сăнаса тĕпчет.

Шурлăхсен паллăлăхĕ[тӳрлет]

Юханшыв пулса кайнă чух шурлăхсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

Шурлăхсем парник эффектне чарса тăраççĕ. Вĕсем, вăрмансем пекех, «планетăн ӳпкисем» пулаççĕ.

Шурлăх тĕсĕсем[тӳрлет]