Людмила Радченко

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Людмила Радченко

Людмила Радченко (1978 çулхи чӳкĕн 11-мĕшĕ, Омск, СССР çур.) — Раççей топ-моделĕ, итальян теле-ертӳçĕ, актриса.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

1996 çулта Людмила Омскри паллă илемпе мода ăмăртăвне хутшăнса "Хальхи сăнар" вице-мисс ята тивĕçет. Çаплах вăл куравçăсен кăмăлне кĕрет. Кайран «Мисс Раççей» конкурса Омск хулинчен каять.

Çакăн хыççăн, 2000 çулта Италие каять, малтан вăхăтлăха, кайран, институтра вĕренсе пĕтермесĕрех — чылайлăхах. Малтан Людмила Паппериссима телеканалăн етӳçи пулса ĕçлет.

2003 çулта Людмила Антенна 3 телеканалăн Spicy Tg программинче тăрăшать.

2004 çулта унăн сăнĕ Fox журналĕнче пичетленсе тухать. 2005 çулта вăл la Talpa реалити-шоу ăмăртăвне хутшăнать, унта çурмафинала çитет.

2006 çулăн çу тапхăрĕнче Людмила Майамире кинофильм ӳкернĕ ĕçе хутшăнать, ăна Итали 1 телеканалĕ кăтартать. Тепĕр çулта вăл Мелодии и поклонники программăра вăй хурать. Каярахпа Sky Vivo каналĕнче реалити-шоура хăйне кăтартма тӳр килет.

La Talpa проекчĕ хыççăн Людмила сăнар ĕçĕпе тăрмашать, хăйĕн хăшпĕр ӳкерчĕкĕсене Миланра кăтартна хыççăн[1] ӳнер ĕç-пуçне пĕтĕм чунĕпех пикенет.

2008 çулта Людмила A Light Of Passion фильмра хăйĕн пултарулăхне кăтартать.

Çĕнĕ Йоркра вĕренсе сăрă ӳнер ĕçне алла илсен Людмила хăйĕн пултару ĕçĕсене тĕрлĕ галерейăсенче, куравсенче кăтарма тытăнать. 2010 çулта вăл "Ĕнсен парачĕ — 2010" тĕнчери курав валли çав тери пысăк ĕнене ӳкерет.

Çаан пекех вăл хăй çырнă хевтисемпе Миланри арт-триенале тĕлне çитет. Çакăн хыççăн харпăр куравне Лучча хулин Хальхи ӳнер музейĕнче ирттерет. Темиçе уйăх каярахпа ăна Teatro alla Scala чĕнсе илет, Монакăри тĕнчери Gemlucart куравĕе кĕтсе илет. 2010 çулхи раштавра Skira унăн пĕрремĕш каталогне — "Power Pop" — пичетлет.

2011 çулăн нарăс уйăхĕнче Милан провинцийĕ Людмилăна Тĕнче культурин çуртĕнче курав ирттерме йышăнать. 2011 çулăн çу уйăхĕнче Çĕнĕ Йорк галереийнче Ludmilla куравĕ иртет. Çаплах унăн ĕçĕсемпе Сохора (Crown Fine Art gallery) килленеççĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет]

Телекарьера[тӳрлет]

Фильмографи[тӳрлет]

Актриса пулса çак фильмсенче сăнарланă:

Вуламалли[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]