Медведев Дмитрий Анатольевич

Википедири материал

Дмитрий Медведев
Дмитрий Медведев

Медведев Дмитрий Анатольевич — Раççейĕн виççĕмĕш президенчĕ. 1965 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă. Президента 2008 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ суйлавра суйланă.

[тӳрлет] Кун-çулĕ

Ашшĕ — Анатолий Афанасьевич Медведев, Ленсовет ячĕллĕ Ленинградри технологи институчĕн профессорĕ, ăратнисем Курск кĕпернийĕнчен тухнă.

Амăшĕ — Юлия Вениаминовна. 1939 çулта çуралнă. Филолог, И.А. Герцен ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕрентнĕ. Ăратнисем Белгород облаçĕнчи Алексеевка ялĕнчен.

Дмитрий Анатольевич çемьере пĕртен-пĕр ача пулнă.

1987 çулта Ленинградри патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1990 çулта унтах аспирантурăна пĕтернĕ. Çамрăк вăхăтра хард-рок юррисене кăмăлланă. Студент чухне фотографипе кăсăкланнă, йывăр атлетика спортне кăмăлланă.

1989 çулта шкулта пĕрле вĕреннĕ Светлана Линник хĕре качча илнĕ. 1996 çулта ывăл çуралнă.

2000 çулхи çĕртмерен пуçласа «Газпром» УАОн директорсен канашĕн председателĕ.

2005 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Правительство Председателĕн çумĕ, наци проекчĕсене ертсе пыракан.

[тӳрлет] Каçăсем