Контент патне куҫ

Митта Николай Егорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Митта Николай Егорович, — чăваш сăвăçи. 1923 çулта Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. 1943 çулта вăрçăра хыпарсăр çухалнă[1].

Аслă Арапуç вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. «Çамрăк большевик» хаçатĕнче ĕçленĕ. Унта сахал мар лирикăллă сăвăсем пичетленĕ.

  • Митта Яков Егорович, — чăваш сăвăçи. Миттасен кил-йышĕнче 1917 çулта Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. 6 класа çитсен чирлесе вилнĕ. Сăвăсем çырнă. А. Давыдов-Анатрипе пĕрле вĕреннĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ ОБД-Мемориал 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.