Патăрьел районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Патăрьел районĕ
Патăрьел районĕн гербĕ

Патăръел районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 944 км2 танлашать. Район администрациĕ Патăръел районĕн вырăнĕсем сăртлă тӳремлĕхсенчен тăрать. Шупашкартан 138 çухрăмра ларакан Патăръел ялĕнче вырнаçнă.

Çутçанталăк[тӳрлет]

Чĕрчунсенчен кунта тыркас, арлан, çĕр мулкачĕ, мулкач, тилĕ, кашкăр, сăвăр тупăнать. Çавăн пекех вăрмансенче пакша, çӳлевĕç, хăнтăр, пурăш, сăсар, шашкă тата ытти тĕрлĕ чĕрчунсем пур. Пăла хĕрринче, Тутар Тимешĕ ялĕ çумĕнче сăвăрсене сыхлакан Присурский заповедникăн участокĕ вырнаçнă.

Вăрмансенче çак тĕрлĕ йывăçсем ӳсеççĕ: хурăнсемпе, ăвăссемпе, чăрăшсемпе тата çăкасемпе хутăш хырлăхсем; юманлăхсем; юмансемпе вĕренесемпе хутăш çăкалăхсем, хурăнсемпе хутăш ăвăслăхсем. Чи пахалăххисем — хырлăхсем. Республика шутĕнчи Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен хушшине çаксем кĕреççĕ: Каенсар, 1883 çулхи хырăн культури, Ульяновка хыр вăрманĕсем.[1].

Шыв ресурсĕсем[тӳрлет]

Чи пысăк юханшыв — Пăла. Ун юпписем - Ыхра Çырми, Хир Çырми, Шлипшур, Тимĕрлĕ тата ытти те. Хырла Патăръел районĕнче пуçланать. Ун юпписем: Шăнкăртам, Пӳле. Люля тата Упамса юханшывĕсем районăн хĕвеланăç пайĕнчи вăрмансенче пуçланаççĕ.

Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен йышне Çирĕклĕ тата Участка кӳллисем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчи шывсем нумайрах чухне тăварлă пирки ĕçме юрăхсăр [2].

Халăх йышĕ, район тытăмĕ[тӳрлет]

1999 çул пуçламăшĕнче ку районта 40,3 пин çын пурăннă, вĕсенчен 6,6 пин çын Патăрьелте пурăннă. Районта халăх питĕ йышлă пурăнать. Пер тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Ытларахăшĕ(75%) — чăвашсем. Çавăн пекех тутарсем йышлă (22%), вырăссем, ирçесем, украинсем пурăнаççĕ.

Районта пĕтемпе 57 ял. Вĕсенче вăтамран 800 çын пурăнать.

Тĕн[тӳрлет]

Патăрьел районĕнче 13 чиркӳ, 11 часавай тата 16 мечĕт пур[3].

Ял тăрăхĕсем[тӳрлет]

2004 çутлтан район шутне 19 ял тăрăхĕсем кĕреççĕ. Вĕсем шутĕнче:

  1. Алманчă ял тăрăхĕАлманчă ялĕ;
  2. Пăлапуç Пашъел ял тăрăхĕПăлапуç Пашъел ялĕ;
  3. Патăрьел ял тăрăхĕПатăрьел ялĕ;
  4. Ишлĕ-Шетмĕ ял тăрăхĕИшлĕ-Шетмĕ ялĕ;
  5. Хирти Пикшик ял тăрăхĕХирти Пикшик ялĕ;
  6. Чемен ял тăрăхĕАслă Чемен ялĕ;
  7. Ыхра Çырми ял тăрăхĕЫхра Çырми ялĕ;
  8. Ксыл-Чишма ял тăрăхĕКсыл-Чишма ялĕ;
  9. Çĕнĕ Ахпӳрт ял тăрăхĕÇĕнĕ Ахпӳрт ялĕ;
  10. Нăрваш-Шăхаль ял тăрăхĕНăрваш Шăхаль ялĕ;
  11. Первомайски ял тăрăхĕПервомайски;
  12. Шăхач ял тăрăхĕШăхач;
  13. Сăкăт ял тăрăхĕСăкăт ялĕ;
  14. Турхан ял тăрăхĕТурхан ялĕ;
  15. Тутар-Сăкăт ял тăрăхĕТутар Сăкăчĕ ялĕ;
  16. Тури Туçа ял тăрăхĕТури Туçа ялĕ;
  17. Тăрăн ял тăрăхĕТăрăн ялĕ;
  18. Шăнкăртам ял тăрăхĕШăнкăртам ялĕ;
  19. Çĕнъял ял тăрăхĕÇĕнъял ялĕ.

Паллă ентешсем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Особо охраняемые территории (выр.)
  2. ^ Государственный доклад «О состоянии здоровья населения Чувашской Республики в 2009 году» (выр.)
  3. ^ Лев Васильев. Наций много, а народ — один. Советская Чувашия (28.09.2010).

Вуламалли[тӳрлет]

  • И. М. Матросов, С. Я. Карягин, А. И. Мефодьев. Батыревская энциклопедия. — Шуп.: 2005. — 376 с.

Каçăсем[тӳрлет]