Мичиган (кӳлĕ)
Мичиган (акăлч. Lake Michigan) — АПШ-ра вырнаçнă кӳлĕ, Çурçĕр Америкăри Мăн кӳлĕсен шутĕнче пулать.
[тӳрлет] Географи
Мичиган Çӳлти кӳлĕрен кăнтăралларах, Гурон кӳллипе Макино пырĕпе, Миссисипи юханшывĕпе — Чикаго — Локпорт каналĕпе çыхăнать. Гидрографи енчен пăхсан, Мичиганпа Гурон пĕрлĕхлĕ пулаççĕ, анчах та географи енĕпе вĕсене уйăрса палăртаççĕ.
Мичиганăн шыв-çĕр лаптăкĕ — 57 750 çм2 яхăн (Мăн кӳлĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта), тăршшĕ 500 çухрăма яхăн, анлăшĕ — 190 çм. Тинĕс шайĕнчен — 177 м çӳллĕшĕнче (Гурон кӳлли пекех), тарăнăшĕ 281 м çитет. Çулта тăватă уйăхлăх пăрпа витĕнет. Утравĕсем — Бивер, Çурçĕр Маниту, Кăнтăр Маниту.
Кӳлĕ çумĕнче Мичиган, Индиана, Иллинойс тата Висконсин штачĕсен çĕрĕсем тухаççĕ. Мичиган çумĕнчи пысăк хуласем: Чикаго, Эванстон тата Хайланд-Парк (Иллинойс), Милуоки тата Грин-Бей (Висконсин), Гэри тата Хэммонд (Индиана).
[тӳрлет] Истори
Кӳлĕ ячĕ mishigami сăмахран килет, вăл оджибва инди йăхĕн чĕлхипе «пысăк шыв» тени пулать. Кӳлĕ çине пĕрремĕш европеец — француз Жан Николе — 1634 çулта пырса çитнĕ.
[тӳрлет] Каçăсем
|
|
||
|---|---|---|
| Канада кӳллисем | Атабаска · Мăн Упа кӳлли · Мăн Ирĕксĕрлĕ кӳлĕ · Тури · Виннипег · Гурон · Маникуаган · Маниту · Ниписсинг · Нипигон · Пăлан кӳлли · Онтарио · Пейто · Симко · Шамплейн · Эри | |
| Аслă кӳлĕсем | Тури · Мичиган · Гурон · Эри · Онтарио | |
| АПШ кӳллисем | Мăн Тăвар кӳлли · Тури · Гурон · Касл · Крейтер · Упа · Мичиган · Онтарио · Тахо · Уиннипесоки · Шамплейн · Эри | |
| Мексика кӳллисем | Тешкоко · Чапала | |
| Гватемала кӳллисем | Аматитлан · Исабаль · Петен-Ица | |
| Никарагуа кӳллисем | Манагуа · Никарагуа | |
| Доминикан Республикин кӳллисем | Энрикильо | |