Мунши Премчанд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мунши Премчанд

Мунши Премчанд, — Инди паллă çыравçи. 1880 çулхи утă уйăхĕн 31 çуралнă, 1936 çулхи юпа уйăхĕн 8 вилнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мунши Премчанд Варанаси патĕнчи Ламахире çуралнă. Ашшĕ почта уйрăмĕнче клерк пулса ĕçленĕ. Çичĕ çӳла çитсессĕн унăн амăшĕ вилнĕ. Ашшĕ те нумаях пурăнман, Премчанд студент çулне çитсен çĕре кĕнĕ. Премчанд амаçӳрипе тата тăван ывăлĕсемпе юлнă.

Ачаранах Премчанд чухăнлăхпа паллашнă.

Пĕрремĕш хут авланнă çемье нумай тăсăлман. Иккĕмĕш хут Премчанд Шиварани Девине качча илнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтан Премчанд урду чĕлхи çинче Навабраи псевдонимĕпе çырнă. Анчах та британецсем унăн «Soz-e-Watan» романне конфискацилесен Премчанду ячĕпе хинди чĕлхи çинче çырма пуçланă. Пурĕ вăл 300 ытла калав, вунă ытла роман, икĕ пьеса çырнă.