Нарын (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нарын, — Сырдарьян сылтăм юппи. Юханшыв Кăркăстанпа Узбекистан çĕрĕсем тăрăх юхать.

Юханшыв тăршшĕ 807 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 59,9. Ытларах пăрпа юр шывĕпе тулать. Çупа çурла уйăхĕсем хушшинче юханшыв сарăлса каять.

Юханшыв Мăн Нарынпа Кĕçĕн Нарын пĕрлешнипе пулать. Тусен хушшинчи айлăмсем тăрăх юхать, хăш-пĕр çĕртре тусен хушшипе иртет. Юханшывăн çӳлти юхăмĕнче Нарын заповедникĕ вырнаçнă.

Юхвншыв хĕрринче Нарын, Таш Кумыр, Учкурган хулисем вырнаçнă.

Хуçалăхри пĕлтерĕш[тӳрлет]

Нарын шывне шăварма усă кураççĕ. Нарынтан Аслă Фергана каналĕ тата Çурçĕр Фергана каналĕ пуçланаççĕ. Юханшыв çинче темиçе ГЭС туса лартнă: Токтогӳл ГЭСĕ, Таш Кумыр ГЭСĕ, Учкурган ГЭСĕ, Курпсай ГЭСĕ.