Контент патне куҫ

Нестерова Зоя Алексеевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Зоя Нестерева
Çуралнă вăхăт: 1926 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Анат Кушар ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Нестерева Зоя Алексеевна, (1926 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çур.) — чăваш сăвăçи, çыравçи.

1991 çултанпа Раççей ÇП пайташĕ.

1926 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çуралнă.

Упири вăтам шкулта, Чăваш патшалăх институтĕнче вĕреннĕ. Комсомольски районĕнчи Чурачăкри тата Красноармейски районĕнчи Упири вăтам шкулсенче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1957 çулта Зоя Алексеевна пурнăç çулĕ Магадан облаçне илсе çитернĕ. Ягодное (Çырлаллă) ятлă район тĕпĕнче çирĕм çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пенсие тухсан кил-йышĕпе Чăваш Ене таврăннă.

Унăн çак кĕнекесем пичетленсе тухнă:

  • «Пĕрмĕш юрату» (1957);
  • «Чее мулкач» (1984);
  • «Ванюш курнă тĕлĕнтерĕшсем» (1987);
  • «Ылтăн пĕрчисем» (1991);
  • «Арçынсем те макăраççĕ» (роман, 2003).
  • Ялгир, П. Нестерова Зоя Алексеевна / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 77.