Ормус пырĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ормус пырĕ, — Оманпа Перс кӳлмекĕсене çыхăнтаракан стратеги енче питĕ пĕлтерĕшлĕ шыв пырĕ. Çурçĕр енчи çыранĕ Иран çĕрне тухать, кăнтĕр енчи Пĕрлешӳллĕ Арап Эмирачĕсен тата Оман анклавĕн шутланать.

Пыр таршшĕ 195 çухрăм. Чи ансăр вырăнĕн сарлакăшĕ — 54 çухрăм. Тарăнăшĕ 229 метр таран çитет.

Этимологи[тӳрлет]

Ячĕ Ормус утрав ятĕнчен пулнă. Утрав ячĕ епле пулса кайни пирки икĕ шухăш пур. Ытларах паллăрах шухăш — перссен Ормуст (هرمز) ятлă Турă ятĕнчен пулнă тесе шутлаççĕ. Ăсчахсен, историксен тата чĕлхеçĕсен шухăшĕ урăхларах. Вĕсем утрав ячĕ Hur-mogh сăмахран пулса кайнă тесе шутлаççĕ. Ку сăмаха чăвашла «финик пальми» пулать. Вырăнти Хормуспа Минап диалексенче халĕ те ку утрава хормус утравĕ теççĕ.

Пулăмсем[тӳрлет]

1988 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче АПШ ТÇФ пассажирсене турттаракан Airbus A300 Иран самолётне персе антарнă. Пурĕ 290 çын пурнăçĕ татăлнă.