Панама каналĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Панама каналĕ — Лăпкă океанăн Панама кӳлмекне Атлантика океанĕн Кариб тинĕсĕпе çыхăнтаракан канал. Панама патшалăхĕн çĕрĕнче вырнаçнă. Тăршшĕ — 81,6 км, çав шутра 65,2 км типĕ çĕрпе тата 16,4 км Панама тата Лимон бухтисен тĕпне тарăнлатнă. Официаллă 1920 çулхи çĕртмен 12-мĕшĕнче уçнă.
Панама каналне уçнă хыççăн Çĕнĕ Йоркран Сан-Францискона каймалли тинĕс çулĕ 22,5 пин километртан 9,5 пин км таран кĕскелнĕ. Панама каналĕпе пĕчĕк яхтасенчен пуçласа питĕ пысăк танкерсемпе контейнер туртаракансем çӳреççĕ. Панама каналĕ ишме пултаракан чи пысăк карапсен виçи стандарчĕ пулса тăнă, Panamax ята илнĕ.
Карапсене каналпа Панама каналĕн лоцман хĕсмечĕ ирттерет. Вăтамран пĕр карап 8 сехет тухать, чи хăвăртти — 4 сехет те 10 минут. Талăкра канал витĕр 48 карап тухма пултарать. Çулталăкра 17,5 пин карап канал витĕр каять.
2010 çулхи раштавра канала 85 çул хушшинче пĕрремĕш хут хупнă. Сăлтавĕ шалккăм çумăр чарăнмасăр çунипе шыв шайĕ хăпарнă[1].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XVI ĕмĕртех икĕ океана çыхăнтаракан канала тăвас шухăш пулнă, анчах Филипп II Испани патши "Турă çыхăнтарнине çын уйăраймасть тесе" кун евĕр проектсене пăхса тухма чарнă.
1945-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Япони Панама каналĕ çине бомбăсем пăрахма шутланă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Панамский канал впервые остановил работу(ĕçлемен каçă) // gudok.ru (2010 çулхи Раштав уйӑхӗн 9-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Панама каналĕ Викиампарта? |
- Меж двух океанов: Ворота Посейдона на сайте журнала «Популярная механика» 2013 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Панамский канал Статья из Технической Энциклопедии 1927-34 гг.:
- Официальный сайт администрации Панамского канала(исп.)(акăлч.)
- Веб-камеры Панамского канала(акăлч.)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |