Параппан

Википедири материал

Параппан

Параппан (тĕрĕк сăмахĕнчен пулса тухнă, пулас)кĕмсĕртӳллĕ кĕвĕ хатĕрĕ, мембранофон.

Чылай халăхăн инструменчĕ. Параппан шутне йывăçметаллă) пушă цилиндрлă резонатор-корпус е хашака (рамă) çине икĕ (е пĕр) енчен сăран мембранăсене туртса çирĕплетнĕ (сасăн çӳллĕшне туртăвĕпе улăштарма пулать).

Сасса мембранăна йывăç шаккан çемçе вĕççипе, патакпа, алăпа, хăш чух сĕркелесе кăлараççĕ.

Тупмалли

[тӳрлет] Истори

Параппан авалхи Шумерте — пирĕн эрăччен 3000 çул маларах — пулни паллă. Месопотамире археологи ĕçĕсене ирттернĕ чух авалхи çапмалли пĕчĕк цилиндр инструментсене тупнă. Авал параппан çивĕч хыпара саспа çитермелли хатĕр пулнă, çаплах ăна ритуал ташисене, вăрçă-харçă çаврăнăвĕсене, тĕн мешехисене ирттернĕ чух кĕмсĕртеттернĕ. Европăна параппан Çывăх Тухăçран килет.

[тӳрлет] Тĕсĕсем

Мăн параппан (турккă параппанĕ) — икĕ енлĕ, сайра пĕр енлĕ.

Пĕчĕк параппан

Бас-параппан

Там-там е том-том — африка параппанĕ.

[тӳрлет] Параппан тăвакансем

Параппансене Японире (Yamaha, Roland), АПШ-ра (Alesis, Drum Workshop) ăсталаççĕ, кăштах Европăпа (Simmons) Тайваньре (Taye, WorlMax, Mapex).

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр