Патшалăх чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Патшалăх чĕлхи (официаллă чĕлхе) — патшалăхăн çĕрĕ-шывĕсенче е саккунсемпе çирĕплетсе панă урăх çĕрсен пĕтĕмлĕхĕнче Конституципе е саккунсем тăрăх ытти чĕлхесемпе танлаштарсан чи çӳуллĕ статус панă чĕлхи.

Анлăн ăнлантарса кăтартни[тӳрлет]

Патшалăх чĕлхи — пуринчен малтан кашни патшалăхăн конституци чĕлхи пулнине пĕлтереть, çавăнпа та конституцисĕр патшалăхăн патшалăх чĕлхи çук. Яланах патшалăх чĕлхи (е официаллă чĕлхе) патшалăхри чи йышлă халăхăн (е чылай этнос ушкăнĕн) чĕлхи пулса тăрать.

  • Çав вăхăтрах хăшпĕр патшалăхсен саккунĕсем тăрăх, патшалăхăн официаллă докуменчĕсене (ĕç хучĕсене) урăх чĕлхесемпе те пичетлеме хушнă.
  • Тата нацин пĕчĕк ушкăнĕн официаллă йышăннă чĕлхе те пулать: çав чĕлхепе ĕç хучĕсене тытса пыраççĕ, шкулта ачасене вĕрентеççĕ (тĕслĕхрен, Италире сардини чĕлхи е Эстонире вырăс чĕлхи).
  • Тĕнчере пĕтĕм çĕршывсен çурри ытла патшалăх чĕлхиллĕ. Хăш патшалăхсенче (тĕслĕхрен, Албанире, Францире, Германире, Литвара) пĕртен пĕр патшалăх чĕлхи, тепĕр çĕршывсенче темиçе- (тĕслĕхрен, Белорусире, Бельгире, Канадăра, Финляндире, Афганистанта, Парагвайра, Боливире, Индире, Швейцаринче, КАР-та).
  • Ирак, Итали, Испани те Раççей çĕршывĕсен патшалăх чĕлхи пĕтĕм çĕршывшăн пĕрре, кунсăр пуçне уйрăм çĕрсен хăйсен патшалăх чĕлхийĕсем пур (тĕслĕхрен, Чăваш Енĕн- чăваш чĕлхи).
  • Тепĕр çĕршывĕсен патшалăх пĕртен пĕр чĕлхи çук, анчах та уйрăм штачĕсен патшалăх чĕлхи пур, тĕслĕхрен АПШ.
  • Хăш çĕршывĕсен патшалăх чĕлхи палăртăвĕ пачах çук, тĕслĕхрен, Австралире, Эритрейра, Люксембургра, Швецире Тувалура.
  • Африка патшалăхĕсем тата çавăн пекех Филиппины колони пулнă вăхăтĕнчи патшалăх чĕлхине (тĕслĕхрен, француз е акăлчан чĕлхисене) хăварнă, çак çĕрте пурăнакан халăхĕсем урăх чĕлхесемпе калаçаççĕ пулсан та.
  • Тепĕр енчен ирланди чĕлхи, Ирландире пурăнакан халăхăн виççĕмĕш пайĕ çеç çав чĕлхепе калаçать пулсан та, патшалăхăн пĕрремĕш чĕлхи шутланать, акăлчан чĕлхи Ирланди конституципе патшалăхăн иккĕмĕш чĕлхи пулать.

Тĕнчери пĕрлĕх ушкăнĕсен официаллă чĕлхисем[тӳрлет]

ПНО — акăлчан, франци, нимĕç, вырăс, франци, испан, арап, китай.

Европа Канашĕ — акăлчан, франци.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]