Поручиков Евстафий Иванович
Евстафий Иванович Поручиков — журналист.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1908 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Сархурăн ялĕнче çуралнă.1926 çулта Шупашкарта Чăваш совпартшкулĕнчен вĕренсе тухнă, каярахпа редакторсен курсĕсенче вĕреннĕ.
XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Чăваш АССР-ĕнчи Первомайски районĕн ["Коммунар"] http://www.archives21.ru/home/989/files/kalen_2010/kal_2010/Kalend/0217.htm(ĕçлемен каçă) хаçачĕн яваплă секретарĕ, тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ. Василий Давыдов-Анатрипе туслă пулнă, ăна литература çулне кĕме пехилленĕ. Евстафий Поручиков сăвăсем çырнă, прозăра та ăста пулнă. Анчах та, пирĕн тапхăра унăн ĕçĕсем çитеймен.
1940 çулта вăл çемйипе Карелие куçса каять. 1941 çулхи утă уйăхĕччен Сортавала районĕнчи Савиоя (Savioja) поселокĕнче ĕçлесе пурăннă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕнчех - 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Карел-Финн АССР-ĕн Куркиек РÇК ăна Хĕрлĕ Çара хĕсмете илет (çăлкуç: Карелин Астăвăм Кĕнеки). Малтан Карели тăрăхне финн фашисчĕсенчен, кайран Ленинграда нимĕç пусмăрçисенчен 23- мĕш армин 142 стрелковый дивизийĕн йышĕнче хӳтĕлет. 1942 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче Евстафий Ивановичăн мăшăрĕ Мария Андреевна, пĕчĕк хĕрĕсем Розăпа Ира тата ывăлĕ Валерий фронтран çырусем илме пăрахаççĕ. Каярахпа вăл 1942 çулхи сентябрьте хыпарсăр çухални çинчен хут килет.
Поручиков Е.И. пирки унăн çывăх тăванĕ, истори ăслăлăхĕсен тухтăрĕ Смирнов Юрий Петрович (ЧПУ) тата мăнукĕсем хальхи вăхăтра материалсем пухаççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |