Раççей Федерацин стабилизаци фондчĕ
Стабилизаци фондчĕ (СФ) — экономикăна тăнăç кӳрес (стабилизацилес) тĕллевпе Раççей Федерацин ятарласа уйăрнă патшалăх фондчĕ.
Стабилизаци фондчĕ çак функцисене пурнăçа кĕртет:
- кĕртсе лартнă стабилизатор шутланать (пурĕ те пĕлекен тата пур çĕрте те асăнакан прогресси налукĕпе ĕçсĕрлĕх чух пулăшупа пĕрех);
- патшалăх финансисене татах çирĕп тăнăç парать;
- малашнехи тапхăрсенче бюджет тăкаклăхне чакармалла инвестици программисене финансăлама укçа-тенкĕ пулать.
Тупсăма май каласан, çак финансă активĕсемпе правительство бюджета кĕмесĕрех — Федераци Пухăвĕ хушнипе бюджет урлă мар — хуçаланать.
Тупмалли |
Саккунтăваслăх никĕсĕ[тӳрлет]
Фондăн пурлăхне тытса пыни[тӳрлет]
Стабфонд динамики[тӳрлет]
| Вăхăт | АПШ миллиард долларĕ |
миллиард тенкĕ |
|---|---|---|
| 01.01.2008 | 156,81 | 3 849,11 |
| 01.12.2007 | 144,43 | 3 517,05 |
| 01.11.2007 | 147,60 | 3 649,25 |
| 01.10.2007 | 141,05 | 3 519,09 |
| 01.09.2007 | 132,91 | 3 409,07 |
| 01.08.2007 | 127,48 | 3 263,56 |
| 01.07.2007 | 121,68 | 3 141,35 |
| 01.06.2007 | 116,85 | 3 026,68 |
| 01.05.2007 | 113,70 | 2 920,50 |
| 01.04.2007 | 108,11 | 2 812,21 |
| 01.03.2007 | 103,55 | 2 708,85 |
| 01.02.2007 | 99,77 | 2 647,21 |
| 01.01.2007 | 89,13 | 2 346,92 |
| 01.12.2006 | 83,21 | 2 189,52 |
| 01.11.2006 | 76,62 | 2 049,30 |
| 01.10.2006 | 70,73 | 1 894,09 |
| 01.09.2006 | 64,73 | 1 730,64 |
| 01.08.2006 | 82,14 | 2 207,33 |
2004-мĕш çулăн вĕçĕнче Фондăн пурлăхĕ 500 млрд тенкĕ шайĕнчен иртсе кайрĕ, тепĕр çулне вара ытлашшин пайĕпе тулаш кивçене тата Пенси фондчĕн дефицитне саплама çакнашкал усă курнă:
- 93,5 млрд тенкĕне (3,3 млрд АПШ долларĕн эквиваленчĕ) Тĕнчери валюта фондчĕ умĕнчи тивĕçе пĕтерме янă;
- 430,1 млрд тенкĕне (15 млрд АПШ долларĕн эквиваленчĕ) — Парис клубĕн пайташ-патшалăхсене парăм панă;
- 123,8 млрд тенкĕне (4,3 млрд АПШ долларĕн эквиваленчĕ) — Внешэкономбанк Раççей Федерацин финансă министерствине 1998—1999 çулсенче Раççей Федерацин патшалăхăн тулаш парăмне тытса татса пыма уйăрнă кивçене тавăрма панă;
- 30 млрд тенкĕне (1,04 млрд АПШ долларĕн эквиваленчĕ) Раççей Федерацин Пенси фондчĕн çитменлĕхне майлаштарма ăсатнă.
2006-мĕш çулта çак тĕлĕсене 605 млрд, 2007 çулта — 12 млрд тенкĕ тăкакланă.
Фонда 2008 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче пайлас умĕн фондăн пурлăхĕ 3 852 млрд тенкĕпе танлашнă.
2006 çулхи утăн 24-мĕшĕнчен пуçласа (стабфондăн пурлăхне инвестлеме пуçланин вăхăчĕ) 2007 çулхи раштавăн 15-мĕшĕччен пĕтĕм инвест-тупăш 174,78 млрд тенкĕ (2006, раштав, 15 2007, раштав, 15 хушшинче — 151,89 млрд тенкĕ) пулса тухнă. Инвестицин тупăшлăхĕ, АПШ долларĕпе пĕр çул май 10,94 % çитнĕ, РФ тенкипе — 5 % яхăн.[1]
Тиркев[тӳрлет]
Çăлкуçсем[тӳрлет]
- ^ Ольга Кувшинова. Хорошо сохранился // Ведомости, № 239 (2013), 18 декабря 2007
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]
- Стабилизаци фондчĕсем урăх патшалăхсенче
- Раççей экономики
