Контент патне куҫ

Рерих Елена Ивановна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Рерих хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Елена Рерих
выр. Елена Ивановна Рерих
Çуралнă чухнехи ят Елена Ивановна Шапошникова
Чӑн ят выр. Елена Ивановна Рерих
Çуралнă вăхăт 1879 нарăс, 12
Çуралнă вырăн Санкт-Петербург, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1955 юпа, 5
Вилнĕ вырăн Калимпонг, Анăç Бенгали, Ĕнчĕ
Гражданлăх Раççей империйĕ
Пăхăнулăх
Ашшĕ Шапошников Иван Иванович (архитектор)
Амăшĕ Екатерина Васильевна Шапошникова (Голенищева-Кутузова)
Упăшки Николай Константинович Рерих
Ачисем Юрий Рерих,
Святослав Рерих
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар
Е. И. Рерих. 1900

Елéна Ивáновна Рéрих (1879 çулхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕ (нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕ), Санкт-Петербург — 1955 çулхи юпа уйăхĕн 5 -мĕшĕ, Калимпонг, Инди) — вырăс философĕ, çыравçă, пĕрлĕх ĕçченĕ[1].

Елена (грек чĕлхинчен куçарсан «хĕвеллĕ» тенине пĕлтерет) 1879 - мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Санкт-Петербургра паллă дворян çемйинче çуралнă. Мăн кукашшĕ Михаил Илларионович Кутузов кнеç фельдмаршал пулнă. Хĕр питĕ аван пĕлӳ илнĕ. Музыкăпа çыхăннă пултарулăхне тĕп хулари чи лайăх вĕрентекенсем патĕнче аталантарнă.

1901 çулта Елена Николай Рериха качча тухать. Юратакан чĕресем Петербургри ӳнер академийĕн чиркĕвĕнче пĕрлешнĕ. Юратнă Лада Н.К.Рерихшăн кил управçи анчах мар, икĕ талантлă ывăлăн - Юрийпе Святославăн - амăшĕ те, пур ĕçĕнчи юлташĕ те, ĕçлеме хавхалантараканĕ те пулса тăнă.

«Лада» очеркре Николай Константинович Рерих акă мĕн пĕлтерет: «Лада — авалхи вырăс сăмахĕ. Килĕшӳ, теветкеллĕхпе вăй мĕн чухлĕ унра! Елена Ивановнăн кăмăлĕпе те килĕшсе тăрать вăл. Çавăн пек чĕннĕ те ăна. Характерĕнче, несĕллĕхре аталану тĕпре тăнине Серов унăн портретне ӳкернĕ чухне çирĕплетнĕ. Тĕрĕсрех каласан, талпăну. Елена Ивановна вăй-халне хĕрхенмесĕр пулăшу кӳме, хавлалантарма, ăнлантарма яланах хатĕр. Вăйĕ ăçтан тухни пирки тĕлĕнмелли анчах юлать. Пирĕнпе пĕрле Елена Ивановна Ази урлă лашапа каçнă, Тибетра выçăллă-тутăллă пурăнса шăннă, çапах та караваншăн хавхаланупа çирĕплĕх тĕслĕхĕ пулнă. Хăрушлăх мĕн чул çывăхрах, вăл çавăн чухлĕ çĕкленчĕкрех тата хаваслăрах. Юн таппи 140-е çитнĕ пулин те, каравана хăй йĕркелеме хăтланнă, çул çинчи пăтăрмахсенчен хăтăлма та пулăшнă. Вăл хуйха ӳкнине е унăн ĕмĕчĕ татăлнине никам та курман, сăлтавĕ вара сахал мар пулнă.»

Е. Рерих пĕлĕвĕ энциклопедилле пулнă, çав шутра сывлăха сыхласси пирки те нумай пĕлнĕ вăл. Час-часах çемье пайташĕсене, вĕренекенĕсене, ытти халăха та канашсемпе пулăшнă е медицина пулăшăвĕ панă.

Елена Ивановна Рерихсем Индире йĕркеленĕ «Урусвати» Гималай наука тăпчев институчĕн хисеплĕ президенчĕ пулнă[2]. Индире пурăннă вăхăтра вăл Агни Йога (Чĕрĕ Этика) кĕнеке ярăмне çырса пĕтернĕ, "Основы буддизма", "Криптограммы Востока", "Знамя Преподобного Сергия Радонежского" паллă ĕçĕсенене вĕçленĕ. Вырăсла куçарнă "Тайная Доктрина", çавăн пекех "Чаша Востока" (Письма Махатм) ĕçĕсем çав тери аван. Вĕренекенĕсем, ĕçтешĕсем патне янă çырăвĕсем ăслăлăх çӳпçи пулса тăраççĕ.[3]

Ыттисене ырă тăвасшăн хăйне хĕрхенмесĕр ĕçлесе вăл Чĕрĕ Этикăн Вĕрентĕвне (Агни Йога) этемлĕх патне çитернĕ, чылай статьяпа çырура çавăн никĕсне ăнлантарса панă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Скумин В.А., Ауновская О.К. Светоносцы (о семье Рерихов). — Новочебоксарск: Терос, 1995. — 114 с.
  2. ^ Гималайский институт научных исследований «Урусвати». science.wikia.org. Тĕрĕсленĕ 11 Ҫу уйӑхӗн 2019.
  3. ^ Скумин В.А. Культура Здоровья: Избранные лекции. — Чебоксары: К Здоровью через Культуру, 2002. — C. 48-51. — 264 с.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Скумин В. А., Бобина Л. А. Духовная основа учения о культуре здоровья. Учебное пособие. — Чебоксары: Международное общественное Движение «К здоровью через культуру», 2012. — 52 с. — ISBN 978-5-88167-038-2
  2. Скумин В. А., Бобина Л. А. Действенная основа учения о культуре здоровья. Учебное пособие. — Чебоксары: Международное общественное Движение «К здоровью через культуру», 2012. — 44 с. — ISBN 978-5-88167-039-9