Рерих, Николай Константинович
Николай Константинович Рерих | |
Çуралнă вăхăт: | 1874 çулхи юпа, 9 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1947 çулхи раштав, 12 |
Вилнĕ вырăн: | Наггар, Химачал-Прадеш, Инди |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ |
Жанр: | ÿкерÿçĕ, сăрă ÿнер, ту-сăрт сăнарĕ, истори сăрă ӳнерĕ, фреска, мозаика, театр ӳкерçи |
Викиампарти ĕçсем |
Никола́й Константи́нович Ре́рих (1874 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕ (юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ), Санкт-Петербург — 1947 çулхи раштав уйăхĕн 13 -мĕшĕ, Наггар, Химачал-Прадеш, Инди) — вырăс ӳкерӳçĕ, шухăшлавçă, çыравçă, çулçӳревçĕ, археолог[1].
Пурнăç тăршшĕпе тĕнчери паллă галерейăсенче упранакан 7000-е яхăн картина ӳкернĕ, нумай литература ĕçĕ хатĕрленĕ. Рерих Пакчĕн пуçаруçи тата авторĕ.
Рерих 42 çул Раççейре, 20 çул Индире, 3 çул Америкăра, 2 çул Финляндире, 1 çул Францире, 1 çул Англире, 2 çул Китайра, çулталăк çурă Тибетра, 7-8 уйăх Монголире пурăннă.
1920-мĕш çултанпа тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра Рерих музейĕсем ĕçлеççĕ. Унăн идейисене, Агни Йога философилле вĕрентĕве тытса тăракан, ăна пурнăçласа пыракансен ушкăнĕ рерихизм юхăмне йĕркеленĕ.[2]
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1874-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Санкт-Петербургра çуралнă. 1897-мĕш çулта Император ӳнер ăкадемине пĕтернĕ, 1898-мĕш çулта вара - Санкт Петербургри Император университечĕн юридици факультетне. 1901 çулта Николай Рерих Елена Ивановна Шапошниковăна качча илнĕ. Вăл Н.К. Рерихшăн кил управçи анчах мар, икĕ талантлă ывăлăн - Юрийпе Святославăн - амăшĕ те, пур ĕçĕнчи юлташĕ те, ĕçлеме хавхалантараканĕ те пулса тăнă.[3][4]
Н.К. Рерих 1901 çулта ӳнере хавхалантаракан Общество секретарĕ, 1906-мĕш çулта — ӳнер шкулĕн директорĕ, 1909-мĕш çулта Раççейри ӳнер академийĕн академикĕ пулса тăнă, 1910-мĕш çулта «Илемлĕх тĕнчи» ӳнер пĕрлешĕвне ертсе пыма пуçланă. Николай Константинович Раççейри ӳнерĕ чĕрĕлĕвĕн Обществине йĕркелекенĕсенчен тата унăн ĕçне активлă хутшăнаканĕсенчен пĕри пулнă, Раççейре ӳнер тата аваллăх палăкĕсене хӳтĕлекенсен тата сыхлакансен Обществине, тата ытти нумай пĕрлешӳсене тăван енре анчах мар, чикĕ леш енче те пуçарса ертсе пынă.
Нью-Йоркра 1920-1922 сулсенче Н.К. Рерих пĕрлешӳллĕ ӳнер институтне йĕркеленĕ. Унтах, 1923-мĕш çулта, Рерих Музейĕ уçăлнă. 1924-1928-мĕш çулсенче Николай Константинович Гималай, Тибет, Монголи урлă, 1934-1935- мĕш çулсенче вара Маньчжурипе Китай урлă наука-ӳнер экспедицине йĕркелес шухăш тытать. 1942-мĕш çулта вăл пуçарнипе АПШра Америка-вырăс культурин ассоциацийĕ йĕркеленет, Н.Рериха унăн хисеплĕ президентне суйлаççĕ.
1928-мĕш çулта Рерихсен çемйи Хĕвеланăç Гималайри Кулу тăрăĕнче пурăнма пуçланă. Унта «Урусвати» Гималай наука тĕпчев институчĕ йĕркеленнĕ. Анăçлă ĕçленĕ пирки вăл тĕнчипех палăрнă. 285 институтпа, университетсемпе, наука обществисемпе, медицина учрежденийĕсемпе, музейсемпе тата библиотекăсемпе çыхăну тытнă.[5]
Рерихăн культура анинчи ĕçне Çветтуй Анна, Çветтуй Владимир,Çветтуй Станиславăн III- мĕш степеньлĕ вырăс орденĕсемпе, Çветтуй Саввăн I-мĕш степеньлĕ Югослави орденĕпе, Швед патшалăхĕн Çурçĕр çăлтăрĕн I-мĕш степеньлĕ орденĕпе, Францин çӳллĕ шайри наградипе — Хисеплĕ Легион орденĕпе хисеплесе палăртнă.[6]
Курав речĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Варяксем. Николай Рерих.
-
Н.К. Рерих, Игорь Стравинскин "Таса Çуркунне" балечĕн декорацийĕ,1910.
-
Н.К. Рерих, Игорь Стравинскин "Таса Çуркунне" балечĕн тумтир ӳкерчĕкĕ, 1910.
-
Полюдье, Н.К. Рерих ӳкерчĕкĕ.
-
Н.К. Рерих. Fiat Rex. 1931.
-
Н.К. Рерих. Туммо. 1936.
-
Н.К. Рерих. Чинтамани.
-
Н.К. Рерих.
Бхагаван Шри Рамакришна. -
Н.К. Рерих.
Ригден-Джапо хушăвĕ. 1924. -
Н.К. Рерих.
Гуру Гури Дхар. 1931.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Скумин В.А., Ауновская О.К. Светоносцы (о семье Рерихов). — Новочебоксарск: Терос, 1995. — 114 с.
- ^ Скумин В.А. Фуяма — огненный гуру-покровитель духовного человечества// К Здоровью через Культуру. — 2004. — № 10. — С. 31-34. — ISSN 0204-3440
- ^ Рерих Николай Константинович. science.wikia.org. Тĕрĕсленĕ 4 Утӑ уйӑхӗн 2019.
- ^ Николай Константинович Рерих. altermed.wikia.org. Тĕрĕсленĕ 9 Юпа уйӑхӗн 2020.
- ^ Гималайский институт научных исследований Урусвати. science.wikia.org. Тĕрĕсленĕ 1 Ҫу уйӑхӗн 2019.
- ^ Скумин В.А. Культура Здоровья — фундаментальная наука о человеке. — Новочебоксарск: Терос, 1995. — С. 59-60. — 132 с.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Агни Йога
- Илемлĕх тĕнчи
- Roerichism
- Рерихизм
- Nicholas Roerich
- Скумин Виктор Андреевич
- Рерих Елена Ивановна
- Рерих Юрий Николаевич
- Рерих Святослав Николаевич
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Видео
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сергей Марчихин. Кинокомпания Чебоксары. Николай Рерих. 232 картины великого художника. Youtube.com. Тĕрĕсленĕ 30 Утӑ уйӑхӗн 2024.