Рим паппи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Папа астулĕн гербĕ

ПаплăхРим паппине пур Католици Чиркĕвĕн пуçлăхĕ тăвакан католици тĕнĕн турă сăмахĕпе тĕн-политика институчĕ.

Рим-католици Чиркĕвĕнче Папа çаплах Таса астулăн аслă тăрăмĕ шутланать, Астулăн пулăшуллă суверенлă территорийĕ Ватикан пулать, унта папăн пĕрмайхи резиденцийĕ.

Папа[тӳрлет]

Рим паппи (рим понтификĕ (лат. Pontifex Romanus), е аслă суверен понтификĕ (Pontifex Maximus)) — тĕнче правинче — питĕ паха çын (persona sui generis), мĕншĕн тесен пĕр харăс виçĕ пайланман влаç функцисене тытса тăрать:

  1. Таса астулăн Монархĕ тата Суверенĕ,
  2. Таса Петĕр (пĕрремĕш рим епископĕн) преемникĕ? —Рим-католици Чиркĕвĕн пуçлăхĕ тата унăн аслă иерархĕ,
  3. Ватикан хула-патшалăхăн суверенĕ. Рим папин пĕтĕм суверенитечĕ, Таса астул монархĕн пекех, çĕрĕ пур-и и çук-и, çавах унрах юлать.

1929 çулхи Латеран килĕшĕвĕсем çирĕплетнĕ Ватикан суверинитетне (Таса астул вырнаçнă территори) папа (Таса астул) тытса тăрать.

«Папа» (pappas) термин грекла «атте» пĕлтерĕшлĕ. Христианлăх пĕрремĕш ĕмĕрĕсенче çак ятпа епископсене, малтанах — благословени правипе пурăнакан пĕтĕм тĕн ĕçченĕсене, палăртнă. VI ĕмĕрте хăш епископсене «Папа» тени пирки калани те пур. VII ĕмĕртен пуçласа халиччен «Папа» титулпа рим тата александри епископĕсене тивĕçтереççĕ. Католици вĕрентĕвĕпе, Папа Римăн пĕрремĕш епископĕн Таса Петĕр преемникĕ шутланать, çавăнпа та Чиркӳре аслă ертӳçи пулать.

Хальхи тапхăрта (2005 çулхи ака уйăхĕнчен) Рим Паппи пулса Бенедикт XVI вăй хурать.

Рим Паппин суйлавĕ[тӳрлет]

Шаблон:Тĕп статья Рим Паппине вилĕм çитечченех кардиналсен пухăвĕнче (конклавра) несĕлĕ вилнĕ (е астула хăпарнă — ку пулăм питĕ сайра пулса тухать) хыççăн суйлаççĕ. Теорипе, Папа пулма кирек епле авланман арçын-католик пултарать, çапах та юлашки ĕмĕрсенче папа вырăнне кардиналсем çеç йышăнма пултарчĕç.

Папа ячĕ[тӳрлет]

Шаблон:Тĕп статья

Конклав суйланă хыççăн тӳрех çĕнĕ Папа хăй валли ертӳç ĕçĕсенчи ят тата ятăн номерне уйăрса илет. 1555 çултанпа пур рим папписем астула хăпарсанах çĕнĕ ята илнĕ, хормăпа папа çакна тумасан та пултарать.

Папа вилĕмĕ[тӳрлет]

Шаблон:Тĕп статья

Камерленго Папа вилнине официаллă çирĕплетсе каланă хыççăн Sede vacante — астул вакансийĕ — понтифик çĕнĕ суйлавĕчченех пыракан тапхăрĕ пуçланать.

Астулран хăтăлни[тӳрлет]

Канон правин кодексĕ Папăна Астулран хăтăлма ирĕк парать, никамăн та çак хăтăлăва çирĕплетме кирлĕ мар: хăтăлу никĕсĕ папăн ирĕкĕ çеç пулать. Хальхи самантра, çак правапа юлашки (1415 çулта) усă кураканĕ Григорий XII Папа 2000-мĕш çулĕсен пуçламăшĕче Иоанн Павел II сывлăх хавшак пулнипе астула хăварасшăн ĕмĕтленнĕ, теççĕ. Официаллă çак шухăша çирĕплетмен.

Рим паппин официаллă титулĕ[тӳрлет]

Рим епископĕ, Христос викарийĕ, апостолсен кнеç преемникĕ, Çут —тĕнче Чиркĕвĕн аслă пĕрремĕш чиркӳ çынни, Аслă понтифик, Анăç патриархĕ, Итали примасĕ Рим провинцин епископĕ тата митрополичĕ, Ватикан хула-патшалăх суверенĕ, Турă чурисен чури.

Латыньле:

  • Episcopus Romanus
  • Vicarius Christi
  • Successor principis apostolorum
  • Caput universalis ecclesiae
  • Pontifex Maximus
  • [Patriarcha Occidentis]
  • Primatus Italiae
  • Archiepiscopus ac metropolitanus provinciae ecclesiasticae Romanae
  • Princeps sui iuris civitatis Vaticanae
  • Servus Servorum Dei

Вуламалли[тӳрлет]

  1. Енё Гергей. История папства
  2. Самуил Лозинский. История папства.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Рим папписем