Латин чĕлхи
Википедири материал
Латтин чĕлхи (lingua latina), е латынь, — инди-европа чĕлхе çейин латтин-фалиск ушкăн пайĕн Итали чĕлхисем шутĕнчи чĕлхе.
Латтин чĕлхи инди-европа чĕлхисен чи авалхи çыру чĕлхисенчен пĕри шутланать.
Паянхи кунсенче латтин чĕлхи Ватиканăн, çаплах католици чиркĕвĕн официаллă чĕлхи пулать.
Европа чĕлхисенче латтинран кĕнĕ сăмахсем çав тери чылай (тĕслĕх: тĕнче лексики).
Латтин алфавичĕ хальхи чылай чĕлхен çырулăхĕн никĕсĕ пулса тăрать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Латтин чĕлхи оскпа умпăр чĕлхисемпе пĕрле инди-европа çемьин итали туратне кĕрет. Авалхи Италире аталанса пынă çем латтин чĕлхи ытти итали чĕлхисене аяла хурса анăç Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашĕнче мала тухать.
[тӳрлет] Сĕм авал латтин чĕлхи
[тӳрлет] Классикăллă латтин
[тӳрлет] Классикăллă хыççăнхи латтин
[тӳрлет] Кайри латтин
[тӳрлет] Урăх чĕлхесене сĕмлени
Латтин чĕлхин халăх пуплев тĕсĕ — халăх латтин чĕлхи — çĕнĕ наци роман чĕлхисемшĕн чĕлхе тĕппи пулса тăрать. Çавсем шутĕнче Апеннин çурутравĕн çĕрĕнче латтин чĕлхинчен улшăнса аталаннă итали, малтанхи Галли территоринчи франципе провансаль чĕлхисем, Пиреней çурутравĕн территоринчи испанпа португал чĕлхисем, ретороман чĕлхи— Реци рим колонийĕнчи (хальхи Швейцарин тата çурçĕр-тухăç Итали пайĕсенче вырнаçнăскер), румын — Даки (халĕ Румыни) рим провинцин территоринче, молдава тата ытти чĕлхесем, çавсем хушшинче уйрăмах классикăллă латтина çывăх сардин чĕлхине асăнмалла.
---
Римлĕнсем пирĕн эрăччен I ĕмĕрпе I ĕмĕрсенче герман йăхĕсене пăхăнтарасшăн кĕрешнĕ, анчах та çар ăнăçне тытайман пулин те, римлĕнсемпе германсем хуçалăлăхлă çыхăнусене чылай вăхăт тытса пынă — çак ĕçсене Рейнпа Танай тăрăхĕнчи рим колони-гарнизонĕсем урлă ирттернĕ. Çакна нимĕç хули ячĕсем кăтартаççĕ: Кёльн (ним. Köln, лат. colonia — пурăну вырăнĕ), Кобленц (ним. Koblenz, лат. confluentes — юхса пĕрлешекенсем, Кобленц Мозельпе Рейн пĕрлешĕннĕ çĕрте), Регенсбург (ним. Regensburg, лат. regina castra), Вена (лат. vindobona) тата ытисем те.
Британире латтин чĕлхин авал йĕрĕсем хула ячĕсенче сыхланса юлнă: -chester, -caster е -castle (лат. castra — çар лагерĕ тата castellum — хӳтлĕх), foss- (лат. fossa — канав, col(n) от лат. colonia — пурăну вырăнĕ: Манчестер (акăлч. Manchester), Ланкастер (акăлч. Lancaster), Ньюкасл (акăлч. Newcastle), Фосбрук (акăлч. Fossbrook), Линкольн (акăлч. Lincoln), Колчестер (акăлч. Colchester).
[тӳрлет] Морфологи
Латтин чĕлхи, вырăс чĕлхи пекех, чылай шучĕпе синтетикăллă чĕлхе шутланать. Латтин чĕлхин 5 тĕсĕллĕ вĕçлени тата 4 тĕсĕллĕ сăпатлану.
[тӳрлет] Вĕçлени
Чĕлхере 6 ӳкĕм:
- Ят (nominativus)
- Камăнлăх (genetivus)
- Пару (dativus)
- Тӳрĕ объект (accusativus)
- Аблятив, е отложительный (ablativus)
- Йыхăр (vocativus)
Вырăс чĕлхинчи пекех, виçĕ (грамматика) нĕсĕл:
- Ар (masculinum)
- Ама (femininum)
- Вăта (neutrum)
[тӳрлет] Сăпатлану
Латтин чĕлхин глаголĕсен 6 вăхăт хорми, 3 наклонени, 2 залог, 2 хисеп тата 3 сăпат.
Латтин глаголĕн вăхăчĕсем:
- Хальхи вăхăт (praesens)
- иртнĕ вăхачĕ (imperfectum)
- Вĕçленнĕ тĕсĕн иртнĕ вăхачĕ (perfectum)
- Плюсквамперфект, е пулса иртнин умĕ (plusquamperfectum)
- Пулас вăхăчĕ, е пĕрремĕш пулас (futurum primum)
- Пулас ум вăхăчĕ, иккĕмĕш пулас (futurum secundum)
Тайăлусем:
Залог:
Хисеп:
- Пĕртен-пĕр (singularis)
- Нумайлă (pluralis)
Сăпат:
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Латтин чĕлхин грамматики
- Латтин чĕлхин фонетики
- Латтин ваттисен сăмахĕсем
- Вульгарлă латынь
- Европа хулисен латтин ячĕсем
[тӳрлет] = Усă куракан паллă терминсем
[тӳрлет] Каçăсем
- Латтин вулавăшĕ
- Lingua Latina Aeterna
- Ephemeris Nuntii Latini universi
- Тетелти латтин чĕлхи вĕрентĕвĕ
- on-line латтин-вырăс/вырăс-латтин сăмахсарĕ
- Тăлмачсем