Ричард Басс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Википедире Басс хушаматлă çынсем пирки урăх статьясем пур.
Ричард «Дик» Басс
Richard «Dick» Bass
Çуралнă чухнехи ят:

Ричард Даниэль Басс
Richard Daniel Bass

Ĕçлев тĕсĕ:

усламçă
альпинист

Çуралнă вăхăт:

раштав, 21 - 1929

Çуралнă вырăн:

Талса, Оклахома, АПШ

Гражданлăх:

Flag of the United States.svg АПШ

Ричард «Дик» Басс (акăл. Richard «Dick» Bass) — «Сноубёрд» (Snowbird) туçи курорчĕн харпăрçи, Аляскăри чи пысăк кăмрăк шахтин Chuitna Coal Project пĕр харпăрçи, çаплах тĕнчери Çиччĕ тăрăнатĕнче пайĕсен чи çӳллĕ мĕнпур тăррине — парăнтарнăскер.

Биография[тӳрлет]

Ричард Басс 1929 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Талса хулара çуралнă. 1932 çулта унăн çемьи пурăнма Техаса куçса каять, унтах вăл Сăваплă Марк шкулĕнче (St. Mark's School) вăтам пĕлӳ пухса , 16 çулта Йель университетне вĕренме кĕрет, 1950 çулта «Геологи» ăсталăха тивĕçет. 1951—1953 çулсенче флотрп хĕсметре тăнă, «Эссекс» авианосец çинче Корейри çапăçусене хутшăннă. Хĕсметрен Техаса таврăнса çемьен услам ĕçне (нефть, газ, выльăх) пуçăнать.

1971 çулта Басс хăйĕн услам ĕçне пикенет — «Сноубёрд» (Snowbird) туçи курорта туянать. 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Çиччĕ тăрăна — тĕнче пайĕсенчи мĕнпур çиччĕ тăрăна — парăнтарас кăмăла пурнăçлас ĕмĕтпе пурăнать. Пĕрремĕш хут Эльбрус çине 1981 çулта хăпарма пикенет, анчах ăнăçу тупаймасть. 1983 çулхи кăрлачăн 21-мешĕнче тинех вăл Аконкагуа тăррине — Çиччĕ тăрăран пĕрремĕшне — 1985 çулхи акан 30-мĕшĕнче (тăваттăмĕш хăтлавран [1]) юлашкине, Эвереста (Дэвид Бришерс (David Breashears ертӳçпе), вал Эвереста иккĕ хутчен парăнтарнă перремĕш американ шутланнă). Çакнашкал, çак кун Басс тĕнчен иккĕ рекордне палăртнă: Çиччĕ тăрăна парăнтарнă пĕрремĕш çын тата Эверест çине хăпарна чи ватă çын (ун чухне вăл аллă пиллĕк çул çурăра пулнă). Унăн юлашки хисепĕ 1994 çулчен сыхласа юлать, Эвереста утмăл çулхи венесуэл çынни хăпариччен. 2003 çулхи пуш уйăхĕнче 73 çула çитнĕ Басс çак титула хăйне тавăрасшăн тăрăшнă, анчах та Эверест çине тепĕр хут хăпарма май килмен[2].

Хăй ту тăррисене хăпарнă пирки Ричард Басс, Фрэнк Уэллс (Frank Wells) тата Рик Риджуэйпе пĕрле çырса 1986 çулта «Çиччĕ тăрă» кĕнекене çутта кăларнă[3].

Çавăн пекех[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Басс юлташĕ, Фрэнк Уэллс та «Çиччĕ тăрăна пĕрремĕш парăнтаркан» лаврине тивĕçме пултарнă, анчах та Эверест çине улăхнă чухне виççĕмĕш хут ăнăçу пулман хыççăн вăл çак ĕмĕте пăрахатăп тесе арăмне шантарнă та сăмахне тытнă. Çапла, Уэллс çиччĕ тăрăран улттăшне çеç çĕнтерет.
  2. ^ Восхождение на Эверест Ричарда Басса в 2003 году на сайте k2news.com
  3. ^ Книга «Семь вершин» на сайте amazon.com

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Çиччĕ тăрă