Сăрă хир чăххи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сăрă хир чăххи


Хир чăххи пысăках мар кайăк. Çур килограмма яхăн тайма пултарать. Чăх йышне кĕрет. Вĕтлĕхсенче, çӳллĕ курăк ăшĕнче пурăнать. Çăмартисем (15-20) хăмăртарах сарă тĕслĕ. Хир чăххи вĕсене 3 эрне хушши пуса ларать. Чĕпписем çуллахи кунсем пуçланнă вăхăтра тухаççĕ. Амăшĕ вĕсене тӳрех йăваран илсе тухса каять. Ашшĕ чĕпсене хастар сыхлать. Апачĕ ытларах ӳсентăрантан тăрать. Хĕллехи вăхăтра утă-улăм капанĕсем патне çӳрет. Хĕллехи вăхăтри чи юратнă апачĕ - ырашпа тулă калчи. Ун пек апата шыраса вăл çур метр тарăнăш юр чавма пултарать. Апат сăхнă тата каннă вăхăтра пĕр-икĕ хир чăххи яланах хуралта тăрать. Инкек тухсан тĕрлĕ еннелле чăл-пар саланса пĕтеççĕ. Ăсансем пек юр айĕнче те çĕр каçма пултараççĕ. Пирĕн патăртан вĕçсе каймаççĕ. Пирĕн республикăра вĕсен йышĕ пĕчĕк, нихăш çул та 500 пуçран иртмест. Ку тăшманĕсем нумай пулнăран, çынсем тĕрлĕ ядохимикатсемпе усă курнăран килет.