Садовников Григорий Данилович
Садовников Григорий Данилович | ||||||||
Çуралнă вăхăт | 1912 çулхи акан 23 | |||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Чăваш Чуруппанĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ (хальхи Теччĕ районĕ) | |||||||
Вилнĕ вăхăт | 1987 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 | |||||||
Вилнĕ вырăн | Красноярск Ен, Ачинск районĕ, Çĕнĕ Ильинка | |||||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||||
Çар ăрачĕ | пехота | |||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1941—1945 | |||||||
Чаç | 54-мĕш перевçĕсен дивизин | |||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Садовников Григорий Данилович (1912 çулхи акан 23 (хальхи Тутарстанăн Теччĕ районĕ) Чуруппан ялĕ — 1987 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 Красноярск Енĕ) — Тăван Çĕршывăн хӳтелевçи, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Григорий Садовников 1912 çулхи акан 23 (хальхи Тутарстанăн Теччĕ районĕ) Чураппан ялĕнче çуралнă.
1940-мĕш çулта Чĕмпĕрти педагогика училищинче вĕренсе пĕтернĕ, шкулта ĕçленĕ. Хĕрлĕ Çарта 1941-мĕш çулхи авăн уйăхĕнчен.
886-мĕш уйрăм сапер батальонĕн отделени командирĕ (2-мĕш Балтиçум фрончĕ, 22-мĕш çар, 44-мĕш стрлоксен корпусĕ) Садовников аслă сержант 19.02.1944 каçпа Калинин облаçĕн Шеров ялĕ патĕнче хăйĕн отделенийĕпе пĕрле тăшман пенĕ вăхăтра минăсен хирĕнче тата пралук картинче икĕ çул уçнă, 12 танксене хирĕç хунă минăна илсе тапăнакан подразделенисене малалла кайма май панă. Ăна 1944-мĕш çулхи нăрăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче 3-мĕш шайри Мухтав орденĕпе чысланă.
10.8.1944 Садовников пехотăпа пĕрле Айвиексте юханшывĕ (Латви, Каленава пурăну вырăнĕ патĕнче) урлă каçса кĕпер хывма малтанхи ĕçсене тунă. Тепĕр кун тăшман çулăмĕ айĕнче Садовников ертсе пыракан отделени пехотăпа техника каçма кĕпер хывнă. Ăна 1944-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче 2-мĕш шайри Мухтав орденĕпе чысланă.
Хĕвелтухăç Пруссири Омаца тата Иорфат юханшывĕсем урлă каçнă чухне те, тăшман асар-писер пенине пăхмасăр, Садовников ертсе пыракан отделени кĕпере хывса артилерипе танксене шыв урла каçма май панă. Хайлигенбайль хулине (халĕ Калининград облаçĕн Мамонтово хули) штурмланă чухне Садовников малтисен хушшинче атакăна çĕкленнĕ, тăшман траншение çитсен тупă ярса илнĕ. Хула çумĕнчи кварталта хăйĕн отделени салтакĕсемпе икĕ çурта туртса илнĕ. Ку çапăçура Садовникова йывăр амантнă.
1945-мĕш çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче 1-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе чысланă.
1945 çулта демобилизациленĕ. Тĕмен хулинче, каярах Красноярск Енĕнчи Агинск районĕнне кĕрекен Çĕне Ильинка ялĕнче пурăннă [1].
1987 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 Красноярск крайĕнче вилнĕ.
Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ;
- 2 Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Николаев А.Н. Боевая слава Чувашии. Чебоксары, 1975. с.85-87
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Теччĕ уесĕнче çуралнисем
- Теччĕ районĕнче çуралнисем
- Красноярск Енĕнче вилнисем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- Мухтав орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- Çынсем, алфавитпа
- Акан 23-мĕшĕнче çуралнисем
- 1912 çулта çуралнисем
- Çĕртмен 22-мĕшĕнче вилнисем
- 1987 çулта вилнисем
- Мухтав орден тулли кавалерĕсем
- «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден кавалерĕсем