Латви
Латви (латыш чĕлхи Latvija), — Балтика тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă патшалăх.
Кăнтăрта Литвапа, çурçĕр енче Эстонипе, хĕвелтухăç енче Раççейпе, кăнтăр-хĕвелтухăç енче Белорусипе юнашар вырнаçнă.
Латвин çĕр лаптăкĕ – 64 пинĕ яхăн тăваткал çухрăм.
Тупмалли |
[тӳрлет] Хулисем
Тĕп хули – Рига (709 пин çын). Ыттисем:
- Даугавпилс (103 пин çын);
- Лиепая (84 пин çын);
- Елгава (65 пин çын);
- Юрмала (56 пин çын)
- Вентспилс (43 пин çын).
[тӳрлет] Тĕнчери хутшăнусем
2001 çулхи авăн уйăхĕнче хăйĕн пăхăнманлăхне тӳрлетсен (каялла тавăрсан, çĕнсе илсен), Латви Европăри тата тĕнчери патшалăхсен ушкăнĕсене кĕме çул тытнă. 2004 çулхи ака уйăхĕнче Латви NАТО (Çурçĕр Атлантика Çĕршывĕсен Ушкăнĕ) членĕ, 2004 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнченпе – Европа Пĕрлехлĕхĕн членĕ. Латви ВТО (Тĕнчери Сутă-илӳ Пĕтĕмлĕхĕ) членĕ.
[тӳрлет] Пайланăвĕ
Латви 4 историллĕ пайран тăрать: Видземе, Курземе, Латгале тата Земгале. Чи çӳллĕ вырăн – Гайзиньш – 311,5 метр.
[тӳрлет] Халăхĕсем
2,5 миллион çын: 59,4% латышсем, 27,6% вырăссем, 3,6% белоруссем,2,5 ыттисем — украинецсем,2,3 поляксем,1,3 литовецсем, 0,4еврейсем.
[тӳрлет] Çутçанталăкĕ
Климат Латвире вăтам. Çусем ăшă, кĕрхи тата çурхи кунсенче çанталăк япăхах мар, юрлă хĕлсем хăш чух питĕ сивĕ пулаççĕ. Пĕрмаях çумăрлă.
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |