Самохина Анна Владленовна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анна Самохина
Çуралнă чухнехи ят:

Анна Владленовна Подгорная

Çуралнă вăхăт:

1963 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕ

Çуралнă вырăн:

Гурьевск, СССР

Вилнĕ вăхăт:

2010 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕ

Вилнĕ вырăн:

Санкт-Петербург

Гражданлăх:

Раççей

Професси:

актриса

Карьера:

1982 - 2010

IMDb:

ID 0759972

Анна Владленовна Самохина (1963 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕ, Гурьевск2010 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕ, Санкт-Петербург) — совет тата раççей театрпа кино артисчĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Анна Самохина (хĕр чухне Подгорная) 1963 çулхи кăрлач, 14 Кемĕр облаçĕн Гурьевск хулинче çуралнă. Хĕрача çуралсанах çемье Череповеца пурăнма куçать.

Вун пиллĕк çулти Анна Ярославль театр училищине вĕренме кĕрет, кунтах пĕр курсри Александр Самохин йĕкĕте качча тухать. Училищăна 1982 çулта вĕçлесен вĕсене Ростоври çамрăксен театрне ĕçе яраççĕ.

1987 çулта Анна Самохина Александр Дюма «Граф Монте-Кристо» романĕпе Георгий Юнгвальд-Хилькевич ӳнерлекен «Узник замка Иф» (1988) фильмĕнче Мерседес хĕрарăм тĕп рольне сăнарлама тивĕçет. Çак кинодебют актрисăшăн питĕ ăнăçлă тухать, 1988 çулта вара Юрий Кара режиссёр Анна Самохинăна хăйĕн «Воры в законе» фильмĕнче ĕçлеме чĕнет. Фазиль Искандер калавĕсемпе хайланă ĕçре чылай паллă артист пулнă, ăна куравçă питĕ хĕпĕртесе кĕтсе илет — тиркевçĕсем апла мар.

Ăнăç анлă çӳрет ĕнтĕ, çавăнпа та çĕнĕ рольсем те килеççĕ. Актрисăн кăсăк ĕçĕсем хушшинче Ян Фридăн капăр тумтирлĕ «Дон Сезар де Базан» лентинче вылять, унта Самохинăнăн партнёрăсем Михаил Боярский тата Юрий Богатырев пулнă, çаплах Виталий Мельников ӳкернĕ «Царская охота» истори драминче княжна Таракановăна сăнарлать. 1990-мĕш çулсенче Анна Самохина — тĕрлĕ жанрти— комедисенче, детективсенче, боевиксенче, истори лентисенче — темиçе вун роле ӳнерлет .

Актриса Санкт-Петербургра пурăнать, кино пирки манса каймасть пулин те, бизнеса кĕрсе кайнă — иккĕмĕш упăшкипе пĕрле вăл паллăха тухнă «Граф Суворовъ» ресторана уçаççĕ. Унсăр пуçне, Самохина, «Диапазон» пултарулăх студи ертӳçи пулнă май, 1996 çулта Монакăри фестивальте , «Князь Серебряный» повеç тăрăх лартнă, — унта хăйсен юлашки ролĕсене Сергей Бондарчукпа Олег Борисов сăнарланă — «Гроза над Русью» телефильма — кăтартать

Чир-амак[тӳрлет]

2009 çулхи чӳк уйăхĕнче Анна Самохина хырăмлăх ракĕн тăваттăмĕш шайĕн амакĕпе асапланни пирки хыпар тухать.

Çакăн пирки МИХ 2010 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче пĕлтерчĕç.

Юлашки уйăхсенче чир питĕ хăвăрт саралса пынă. Тăванĕсем Аннăна ют çĕре чиртен сиплеме ăсатма ĕлкĕреймерĕç. [1] Анна Самохинăна васкасах Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ ята параççĕ.[2]

2010 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Анна Санкт-Петербургăн 3-мĕш №-лĕ хосписĕнче куçне ĕмĕрлĕхе хупать.

Пултарулăх[тӳрлет]

Синематографри рольсем[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]