Сенкер пулăç кайăк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сенкер пулăç кайăк

Сенкер пулăç кайăк - çерçинчен кăшт пысăкрах кайăк. Кӳлĕсемпе юханшывсем хĕрринче чăнкă çыран ăшнелле 1 метра яхăн çĕр чавса йăва туса пурăнать, ытларах пĕчĕк пулăсемпе тăранать. Çăмартисем (6-7) шурă тĕслĕ. Амипе аçи иккĕшĕ те 21 кун пусса улшăнса лараççĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕнче вĕçсе килеççĕ, çурла уйăхĕнче кăнтăралла çул тытаççĕ, инçе вĕçмеççĕ. Пулăç кайăксен йышĕ Чăвашра пĕчĕк.

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем