Серте
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Серте — ӳсентăран, Чăваш Енре тăтăшах тĕл пулкаланать.
Серте яшки [тӳрлет]
Çуркунне, какай пĕтсен, купăста вăхăчĕ иртсен, ял çынни серте яшки çине куçнă. Чăвашсен чи юратнă, хăнăхнă апачĕсенчен пĕри пулнă вăл. Ăна какайпа та /юлнă пулсан/, хăй хальлĕн типĕлле çĕр улмипе кăна та пĕçернĕ.
Ун пек чух пиçес умĕн хурана çăмарта лăкаса янă. Сĕтел çине антарса лартсан яшкана хăймапа "сăн" кĕртнĕ, симĕс сухан тураса янă. Хăш-пĕри уйран юрнипех çырлахнă.
Çак вăхăтран пуçласа хресчен çăвĕпех курăк яшки çинĕ. [1]
Çăлкуçĕсем [тӳрлет]
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |