Синдряков Николай Кузьмич
Синдряков Николай Кузьмич | ||||
Çуралнă вăхăт | 1924 çулхи кăрлач уйăхĕн 0-мĕшĕ | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Кивĕ Чаллă Тутарстанăн Октябрьски районĕ Тутарстан Раççей | |||
Вилнĕ вăхăт | 1943–мĕш çулхи авăнăн 29-мĕшĕ | |||
Вилнĕ вырăн | Великий Букрин Мироново районĕ Киев облаçĕ Украина | |||
Пăхăнулăх | СССР | |||
Çар ăрачĕ | пехота | |||
Хĕсмет çулĕсем | 1942-1943 | |||
Хисеп | ||||
Чаç | 7-мĕш гварди танк корпусĕн 55-мĕш гварди танк бригади | |||
Командăланă | взвод | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||
Чыславсем тата парнесем |
|
Николай Кузьмич Синдряков (1924-1943) — лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Тутарстанăн Кивĕ Чаллă ялĕнче çуралнă. Чăваш.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]7 класс пĕтернĕ. Колхозра счетоводра ĕçленĕ. Хĕрлĕ Çарта 1942-мĕш çултан. 1942-мĕш çулта Саранскри пехота училищине пĕтернĕ. Фронтра 1943-мĕш çултан.
Воронеж фрончĕн 5 гварди танк корпусĕн 55-мĕш гварди танк бригадин мотострелоксен взвочĕн командирĕ Синдряков гварди лейтенанчĕ 1943-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕш каç ал айĕнчи япаласене усă курса Киев облаçĕнчи Миронов районĕнче Днепр урлă каçнă. Взвод çыранран 200-300 м маларах кайса хăйĕн хĕçпăшалне усă курса батальона юханшыв урлă каçма май панă.
1943 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнче Киев облаçĕн Мироново районĕнчи Великий Букрин патĕнче вилнĕ. Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне (17.11.1943 вилнĕ хыççăн) тивĕçтернĕ.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- Нурлат хулипе Кĕçĕн Букрин салинче урамсене ун ятне панă. Кивă Чаллăра бюст, Великий Букрин салинче асăну хăми вырнаçтарнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2
"Кто есть кто в Республике Татарстан", Герои Советского Союза – наши земляки (Сборник документальных очерков и зарисовок в трех книгах). – Казань: Татарское кн. изд-во, 1982-1985 гг.
- Герои Советского Союза — наши земляки. Казань, 1985, кн.3. / стр. 56—57;
- Наши земляки — Герои Советского Союза. 3-е изд., испр. и доп. Чебоксары, 1980. / стр.507;
- Ханин Л. Герои Советского Союза — сыны Татарии. Казань, 1963. / стр.481—484;
- Шел парнишке в ту пору... Киев, 1985. / стр.271.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
.