Тутарстан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тутарстан Республики
Республика Татарстан Tatarstan Respublikası
Flag of Tatarstan.svg Coat of Arms of Tatarstan.svg
Тутарстан ялавĕ Тутарстан гербĕ
Тутарстан Раççей карти çинче
Тĕп хули Хусан
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

47

68 000 км²
6,4%

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

8

3 779 800 патнелле(2002)
55,4/км² патнелле

Федераллă округ Атăлçи федераллă округĕ
Экономика регионĕ Атăл-Вятка районĕ
Регион номерĕ 16
Патшалăх чĕлхисем вырăс, тутар
Президент Минтимер Шаймиев
Премьер-министр Рустам Минниханов
Председатель Госсовета Фарид Мухаметшин
Гимн Тутарстан гимнĕ
Вăхăт поясĕ ГВ +0300

Тутарстан (тутар Tatarstan Respublikası), — Раççей Патшалăхĕн Атăлçи Федераллă Округне кĕрекен Республика. Тĕп хули — Хусан. Республикăн патшалăх чĕлхисем: тутар чĕлхи, вырăс чĕлхи.

Тутарстанпа юнашар хĕвеланăç енче Чăваш Енпе Мари Эл республикисем, çӳрçĕр енче Киров облаçĕпе Удмурт Республики, хĕвелтухăç енче Пушкăрт Республики, кăнтăр енче Самара, Чĕмпĕр тата Оренбург облаçĕсем вырнаçнă.

[тӳрлет] Халăх йышĕ

Респуликăра 2002 çул тĕлнелле 3 779,8 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 73, 8% хула çынни шутланнă. Ытларах пайĕпе кунта тутарсемпе (51,3%) вырăссем (41%) пурăнаççĕ.

Чăвашсем пур халăхсен шучĕнчен 3,8% шутланаççĕ. Пурĕ 135 пин çынпа танлашать, вĕсенчен Хусанта 12, 5 пин çын пурăнать.

Чăвашсем пысăк ушкăнсемпе Нурлат (15,8 пин), Аксу (14,6 пин), Çĕпрел (12,3 пин), Пăва (10,3 пин), Теччĕ (6,1 пин), Çарăмсан (4,8 пин), Элкел (4,9 пин) районĕсенче пурăнаççĕ. Чăваш ялĕ 170 яхăн, çавăнпа пĕрлех вĕсем нумай халахлă 130 ял-хулара тĕл пулаççĕ.

Чăвашсем Хусанта, Пăвара, Теччĕре авалтанах пурăннă пулсан, иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çӳрринче вара Чаллă, Анат Кама, Нурлат, Лениногорск хулисене тата Аксу посёлокĕнче йышланнине палăртмалла.

[тӳрлет] Паллă çыннисем

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр


Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем