Сомов Константин Андреевич
Сомов Константин Андреевич | |
Ф.Малявин, К.А.Сомов сăнарĕ 1895 | |
Çуралнă вăхăт: | чӳк, 30, 1869 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Сăваплă-Петĕрхули |
Вилнĕ вăхăт: | çу, 6, 1939 |
Вилнĕ вырăн: | Парис |
Жанр: | Тĕрлĕ енлĕ сăнар ĕçĕ |
Вĕренӳ: | И. Е.Репин |
Стиль: | модернизм |
Викиампарти ĕçсем |
Константин Андреевич Сомов (30 чӳк 1869, Сăваплă-Петĕрхули - 6 çу 1939, Париж) — вырăс сăрă ӳнерçи тата ӳкерӳçи, çынпа çутçанталăк сăнарĕ ăсти, кĕнеке капăрлату ӳкерчĕкĕсен хăйлавçи, «Илемлĕх тĕнчи» ушкăнăн тата журналăн никĕслекенĕсен пĕри тата пайташĕ. А. И. Сомов илем тĕпчевçи ывăлĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Константин Сомов паллă музей ĕçченĕ, Эрмитаж управçи Андрей Иванович Сомов кил-йышĕнче çуралнă. Унăн амăшĕ, Надежда Константиновна (хĕр хушамачĕ Лобанова) кĕвĕ выляма лайăх пĕлнĕскер, анлă пĕлӳ илнĕ çын пулнă. 1879-1888-мĕш çулсенче вăл К.Май гимназинче вĕреннĕ.
1888-мĕш çулхи авăн уйăхĕпе 1897-мĕш çулхи пуш уйăхĕччен Петĕрхулинчи Ӳнер Академинче вĕреннĕ: тĕп курс — 1892-мĕш çулччен, унтан,1894-мĕш çулхи юпа уйăхĕнчен И. Е.Репин ăсталăх лаçĕнче вĕреннĕ. 1894-мĕш çулта пĕрремĕш хут Вырăс шыв сăрă ӳнерçисен пĕрлешĕвĕн кăтартувĕнче хутшăннă.
1897-1898-мĕш çулсенче вăл Парижра Коларосси Академинче вĕреннĕ. 1899-мĕш çултан Петĕрхулинче пурăнать. Гимназинче вĕреннĕ вăхăтра Сомов А.Бенуапа, В.Нувельпе, Д.Философовпа паллашнă, каярахпа вĕсемпе пĕрле «Илемлĕх тĕнчи» пĕрлешӳне чăмăртанма пулăшнă. Сомов «Илемлĕх тĕнчи» журнала тата А.Бенуа тӳрлетсе пынă «Раççей Илем пурлăхĕ» (1901-1907) таташ тухăмне капăрлатса илемлетнĕ. А.Пушкинăн «Граф Нулин» (1899) хайлавне, Н.Гоголь çыравĕсем «Сăмса» тата «Нева проспекчĕ» (1901), К.Бальмонтăн «Кăвар-кайăк.Славян çыннин шăхличĕ» сăвă пухăмĕсен кĕнеке хупписене хитре капăрлатнă, В.Ивановăн «Cor Ardens», А.Блокăн «Театр» кĕнеки валли илем ӳкерчĕкĕсем хайланă.
Пĕрремĕш харпăр ĕçĕсен кăтартăвĕ, (эскизсемпе ӳкерчĕкĕсем,162 ĕç), Петĕрхулинче 1903-мĕш çулта пулса иртнĕ, Гамбургпа Берлинта çав çултах 95 ĕç кăтартнă. 1905-мĕш çулта вăл «Ылтăн руно» журналта ĕçленĕ. Çутçанталăкпа çын сăнарĕсен хайлавĕсемсĕр пуçне Сомов капăр фарфор композицисем — «Нулин граф» (1899), «Влюблённые» (1905) тата ытти те ăсталанă.
1914-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче Ӳнер академин чăн пайташĕн ятне илме тивĕçнĕ.
1918-мĕш çулта Голикепе Вильборг издательствинче (Сăваплă-Петĕрхули) ытларах паллă та тулли тухăм — Сомов ӳкерчĕкĕсемпе капăрлатнă эротикаллă «Маркиза кĕнеки» («Le livre de la Marquise») çутă курнă. Кунта ӳнерçĕн капăрлату ӳкерчĕкĕсемсĕр пуçне француз чĕлхеллĕ çыравне те хăех суйласа илнĕ. Çак тухăмăн «Пысăк „Маркиза кĕнеки“» тенĕ тата та ытларах çăмăлттай ӳкерчĕксем хушнă сайра вариант та пур.
1918-мĕш çулта Петĕрхулинчи патшалăх ирĕклĕ илем вĕренӳ лаçĕсенче профессор пулса тăнă, Е.Н.Званцева шкулĕнче ĕçленĕ. 1919-мĕш çулта Третьяков курав речĕнче унăн харпăр ĕçĕсен юбилей кăтартувĕ пулса иртнĕ.
1923-мĕш çулта Сомов Раççейран Американа «Вырăс куравĕн» аслă элчи пулса каять; 1924-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнчи Нью-Йоркри кăтартура Сомовăн был 38 ĕç пулать. Раççейе вăл таврăнмасть.
1925-мĕш çултан Францире пурăннă,1928-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче Парижри Эксельманс бульварĕнче (фр. Boulevard Exelmans) хваттер туяннă.
1939-мĕш çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Парижра сарăмсăр вилсе кайнă. Парижран 30 çухрăмри Сент-Женевьев-де-Буа çăвинче пытарнă. Вилнĕ хыççăн юлнă ĕçĕсене Михаил Васильевич Брайкевич йĕркелесе пурнăçланă.
Пултарулах ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Секеринона каякан çул (1893)
- Çурла уйăхĕ (1885)
- Çумăр хыççăн уçăлма тухни (1896)
- Сенкер тумлă майра. (Е.Мартынова сăнарĕ) (1897—1900, Третьяков курав речĕ)
- Ашшĕн сăнарĕ — илем тĕпчевçи А. И. Сомов (1897, Вырăс музейĕ)
- Чечекленсе кайнă кӳлĕ (1899)
- А. П. Остроумовa-Лебедева сăнарĕ (1901, ГРМ) 1395
- Каçкӳлĕм (1902, ГТГ)
- А. Блок сăнарĕ (1907, ГТГ)
- Е. Лансере сăнарĕ (1907, ГТГ)
- Кулăшланă чуп туни (1908, ГРМ)
- Çывăракан çамрăк хĕрарăм (1909, ГТГ)
- В. Иванов сăнарĕ(1909, ГТГ)
- М. Кузмин сăнарĕ (1909, ГТГ)
- М. Добужинский сăнарĕ (1910, ГТГ)
- Е. П. Носова сăнарĕ (1911, ГТГ)
- В. Нувель сăнарĕ (1914, ГРМ)
- Коломбина. (1913—1915)
- Хĕл. Ярăнмалли пăр (1915)
- Паркри икĕ майра (1919)
- Савнисем (1920)
- Вырăс пасторалĕ (1922)
- Е. К. Сомова сăнарĕ (1924, ГРМ)
- С. В. Рахманинов сăнарĕ (1925, ГРМ)
- Çăткăн упăте (1929)
- Чышкăпа кĕрешекен (1933)
- Канакан каччă (1933)
Курав речĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Сенкер тумлă майра. (Е.Мартынова сăнарĕ)
-
М.Кузмин сăнарĕ
-
А.Н.Бенуа сăнарĕ
-
В. Иванов сăнарĕ
-
С. Рахманинов сăнарĕ
-
Е. Лансере сăнарĕ
-
А. Блок сăнарĕ
-
Асамат кĕперĕ
-
Арлекинпа майра
-
Хĕл. Ярăнмалли пăр
-
Паркри икĕ майра
-
А.Блок кĕнеки «Театр» валли илем ӳкерчĕкĕсем
-
Ашшĕн сăнарĕ — илем тĕпчевçи А. И. Сомов
-
Чышкăпа кĕрешекен
Пĕлме кăсăклă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2006-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Вырăс пасторалĕ» ятлă ĕçне (1922) «Кристис» аукционĕнче рекордлă хакпа — 2 миллион та 400 пин стерлинглă фунтпа сутнă. Ку таранччен вырăс ӳнерçисен пĕр ĕçĕ те çакăн пек хаклă тăман. Татах та хаклăрах вырăс ӳнер хайлавĕ Лондонра 2007-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн «Кристис» аукционĕнче ӳснĕ — Сомовăн «Асамат кĕперĕ» ятлă ӳнер ĕçне 3,716 млн фунтпа ($7,327 млн-тан ытла)(пуçламăш хакĕ 400 пин фунт пулса, (800 пин доллара яхăн) сутса янă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- К. А. Сомов. (1869—1939). Альбом / Автор вступ. ст. и сост. А. П. Гусарова. — М.: Искусство, 1973. — 32 с.
- К. А. Сомов. Письма. Дневники. Суждения современников. — М.: Искусство, 1979. — 624 с.
- Эрнст С. P. К. А. Сомов. — СПБ: изд. Общины Св. Евгении, 1918. — 116 с.
- Пружан И. Н. Константин Сомов. — М.: Изобразительное искусство, 1972. — 127 с.
- Завьялова А. Е. Александр Бенуа и Константин Сомов. Художники среди книг. — М.: Театралис, 2012. — 208 с., ил., 300 экз., ISBN 978-5-902492-25-2
- Ельшевская Г. В. Короткая книга о Константине Сомове. - М.: Новое литературное обозрение, 2003
- Клейн Л. С. Другая сторона светила: Необычная любовь выдающихся людей. Российское созвездие. СПб., 2002