Социаллă ĕç

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Социаллă ĕçлевçĕ пĕччен пурăнакан ватă хĕрарăма килĕнче пӳлĕме тирпелесе пулăшать. Лермонтов хула.

Социа́ллă ĕç — çынсене, çаплах социаллă ушкăнсене хăрпăр тата социум пурнăçĕнчи йывăрлăхсене çĕнтермешкĕн (пулăшни, хӳтĕлени, коррекцилени/тӳрлени тата социаллă реабилитацилени) тăрăшакан профессионалсен ĕçĕ-хĕлĕ. Социаллă ĕçлевçĕсем пĕччен пурăнакан пенсионерсене тата инвалидсене те, ăнăçлах мар ача-пăчаллă килйышсене, кил-çуртсăр çынсене, наркомансене, алкоголиксене, психика енчен хавшвккисене кулленех тĕрев параççĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Европа/АПШ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аслă Британире XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Ыркăмăлпа йĕркеленнĕ пĕрлĕхрен (Charity Organization Society тата пурăнан вырăнсен юхăмĕ социаллă ĕçлевçĕ-профессионалсем пуçланса кайнă, темелле.

1880‑мĕш çулсенче Çурçĕр Америкăра ыркăмăллăх организацийĕ тĕвĕленнĕ: Баффало хулинче 1887 çулта тата Кӳршĕсен гильдийĕ (пурнакансен) (акăл. University Settlement Society of New York) Нью-Йоркра 1886 çулта.

Раççей[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççейре социаллă ĕçĕн историйĕ — раççей историйĕн тĕпчевĕнче çĕнĕ тема, темелле. Социаллă ĕçе истори енчен тишкерни актуаллă шутланать. Раççей хăй тĕлĕшĕпе тĕнчери хăйнемай цивилизаци евĕрлĕ малашне аталанас политикишĕн çак юхăма тарăннăн та анлăн тĕпчени питĕ кирлĕ пулса тухать. Çапла социаллă ĕç-хĕл патшалахăн социаллă политикин никĕсĕ пулать, çавăнпа ĕлĕкрех çав йывăрлăхсене епле çăмăллатнине пĕлни паянкуна сиксе тухакан ыйтусем çине хурав пама пулăшĕ.

Социаллă ĕç çине истори енчен тĕпчесен çакна манас марччĕ — чылай ĕмер хушшинчи саккунсем тунă тата политикăри доктринăсенчи халăх кăмăлĕнче юлнă астăвăма çеç мар, раççей халăхĕсен ăс-хакăлне шута илмелле (формисене, меслечĕсене, ушкăнсемпе тата индивидсемпе социокультура хутлăхĕнче ĕçленине). Раççейре социаллă ĕç уйрăм ĕç-хĕл енчен пăхсан чылай ĕмĕре пынă, темелле. Вара çак тапхăрсене палăртаççĕ:

Архаика тапхăрĕ (— X ĕмĕрччен)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кнеçсен тата чиркӳ-мăнастăрь ыркăмăллăхĕ (X—XIII ĕмĕрсем)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патшалăх хӳттинче пăхнă тапхăр (XVII емĕрĕн 2-мĕш çурри — XIX ĕмĕрĕн 2-мĕш çурри)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Социаллă ĕçлевçин кунĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1986 çулта ССРП патшалăхăн ĕç тата социаллă ыйтусен комитечĕн «О проведении эксперимента по организации отделений социальной помощи на дому одиноким нетрудоспособным гражданам» йышăнăвне вăя кĕртнĕ.

  • Раççей Федерацинче Социаллă ĕçлевçин кунне РФ Президенчĕн 2000 çулхи юпан 27-мĕшĕнчи 1796-мĕш №-лĕ Хушăвĕпе çĕртмен 8-мĕшĕнче палăртаççĕ.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕр çулталăк маларах, çакăн пекех куна Украинăра уявлама тытăннă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]