Сталкер (фильм)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сталкер пăхăр.
Сталкер
Сталкер
Жанр фантастика / драма−ытарăш, антиутопи
Режиссёр Андрей Тарковский
Сценари
авторĕ
Стругацкий тăвансем
Тĕп рольсенче Александр Кайдановский
Николай Гринько
Анатолий Солоницын
Оператор Александр Княжинский
Композитор Эдуард Артемьев
Кинокомпани Мосфильм
Иккĕмĕш пултарулăх пĕрлешĕнĕвĕ
Тăсăлу 163 мин
Бюджет 1 млн тенк.[1]
Патшалăх ССРП
Çул 1979
IMDb ID 0079944

«Ста́лкер» (выр. Сталкер) — Стругацкий тăвансен «Пикник на обочине» романĕпе 1979 çулта «Мосфильм» киностудире ӳнерленĕ фантастика фильме.

Андрей Тарковскин пултарулăхĕнчи чи паллă ĕçĕсенчен пĕри, хăй асăннипе, унта вăл чăннипех трансцендентлĕх патне пынă. Фильма хайланă чухне чылай чăрмав сиксе тухнă та ĕçсем виçĕ çула яхăн тăсăлнă. Çурхаха хатĕрленĕ чухне пĕрремĕш варианчĕ пĕтнĕ, виçĕ урăх оператор тата сăрăç фильм тăвас ĕçпе виçĕ хутчен тăрмашнă. XXXIII Каннăри тĕнчери кинофестивалĕнче 1980-мĕш çулта иртнĕ фильма тĕнчери жюри призне тивĕçнĕ.

Сюжет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фильмри ĕç-пуç шухăшласа кăларнă вăхăтра тата вырăнта пулса иртет, çынсен ячĕсем çук - витлевсем çеç.

Çирĕм çула яхăн маларах кунта метеорит ӳкнĕ. Вара çак районта аномальлĕ пулăмсем пуçланаççĕ, çынсем çухалаççĕ. Вырăна Зона теççĕ, унта тĕлĕнтермĕшлĕ пӳлĕм пур çавăнта пехиллĕ, чунран ыйтнă, тӳссе усранă ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ текен итлевсем çӳреççĕ. Зонăна çăр çыннисем кордонсемпе тата йĕплĕ пăралукпа хупăрланă.

Фильм тĕп сăнарĕ — анчах тĕрмере ларса тухнă çын, ăна Сталкер (stalker - акăл. to stalk — «преследовать крадучись») тесе чĕнеççĕ. Вăл чухăн пурăнать, арăмĕ пур, хĕрĕ чирлĕ. Сталкер, арăмĕн сăмахне итлемесĕрех, Зонăна çынсене вăрттăн илсе çӳресе, укçа тăвать. Ăна ĕнтĕ Профессорпа Çыравçă Зонăна кайса килме тара тытаççĕ. Фильмăн пуçламăшĕнче (шурă-хура сăрпа ӳнерленĕ) виççĕшĕ те çар патрулĕнчен йăпшăнса иртсе, Зонăна çитеççĕ. Çакăнтанпа ӳнер ĕçĕ тĕрлĕ сăрăллă пулать. Çӳрекенсен тĕллевĕ — çав Пӳлĕме тупасси.

Пултару ушкăнĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рольсенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Johnson, Petrie, 1994, с. 139
  2. ^ Сталкер (1979) — актёрсемпе ролĕсем (2010 çулхи утăн 6-мĕшĕ). çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 21 Пуш уйӑхӗн 2011.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]