Сӳтсе явасси:Çĕр пайвырăнĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăвашла çыр, хисеплĕ юлташ! Чăвашла пулмасан статья ним тума та кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:56, 28 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Манăн та çырса хăварас кунта. Ellodanis5-тус, çавăн пек пулса тухать çав! Çынсем чăвашла çырасшăн, анчах та стиль енĕпе ыйтусем пур. Чăваш чĕлхине майнстрим кирлĕ. Анатри, тури, анат енчи диалектсем, 20 яхăн вырăнти калаçусем — çавсем валли килĕшӳллĕ чĕлхе нормине хăтламалла. Шкулта чĕлхене сахал вĕрентеççĕ е пачах вĕрентмеççĕ, теле-радиопа эфирĕнче сахал калаçаççĕ, тетелре питĕ сайра тупăнать чăваш чĕлхин кĕтесĕ. Эпир кунта хамăр çине халăхран ыйтмасăрах чĕлхе меслетçи статусĕпе ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Çавăнпа яваплăха туймалла. Стиль енĕпе çителĕксĕр çырнисене тӳрлетсе пулăшас пулать. Эпĕ çапла ĕнтĕ чăваш чĕлхине çĕнĕлĕх кĕртсе ансатрах кăшкар тумалла тесе калатăп. Чăваш чĕлхин çирĕп никĕсĕ пур, пĕрремĕш этажне те хăпартнă, малашне те çӳлелле ăнтăлмалла. Шалти интерьерне литераторсем туччĕр. Халĕ конструкцине йĕркелесе ярсан, ют çынсем те çырма пултарĕç (транслейторсен хăвачĕ ӳссех пырать — акăлчан-вырăс хушшинчи питĕ чипер ĕçлет!). Кăткăс формăпа тата тарăн шухăшласа çырма вĕренсен, калав, эссе хайласа журнала çитерсе пама пултаратăр (тен, Ялав журнала та çĕклеме пулĕ). Кунта, паллах, энциклопеди шайĕпе çырас пулать. Пирĕн кунта хăнăху лапамĕ шутланать ĕнтĕ. Демократи! Кирек кам та статьяна тӳрлетме, çĕнĕрен пуçлама та пултарать. Усал сăмах, суя та çăлкуçсăр хыпар çырмасан кăларса пăрахман - яланах хапăлланнă (тепĕртакран милĕк те хатĕрлес пулать, пуль — энциклопедине кĕртме тивĕçлĕ маррисем те тĕл пулаççĕ). Викисăмахсар уçасси шухăшлаттарать юлашки вăхăтра. Май пулсан, ăнăçу килсен — вăл та пулĕ. Viktor (сӳтсе явни) 11:26, 28 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Эп çыракана «ан çыр!» темен. Çыртăр. Темăна пĕлет, чухлать. Эппин, чĕлхине те якатма пултарать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:33, 28 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]