Сӳтсе явасси:Аслă Октябрь социализм революцийĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Революцие социализм мар, çынсем тунă. СоциализмлА революци темелле. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:38, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Пур-ҫке куҫарӑвӗ: http://samah.chv.su/article/84590.link — «Октябрьти социализмлӑ аслă революци». Мӗн тума темскер ҫӗнни шутласа кӑлармалла? Корпуса кӗртне текстсенче те унпа усӑ курнӑ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:23, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ним те шыраса çÿреме кирлĕ мар. Чăвашла пĕлекен çын капла та пурне те пĕлме тивĕçлĕ. Октябрьти социализмЛА аслă революци. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:45, 27 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Социализм çĕршывра çĕнтерни пирки Сталин вăрçă умĕн каланăччĕ, пулас. Унчен мĕн пуласси паллă пулман. Тем тĕрлĕ формăна лартса пăхнă — историе тишкерсен курăнать. 1917 çул хыççăн тĕп тĕллевĕ — халăх хуçалăхне йĕркелесе ярасси, савутсене модернизацилесси, коммуникаци/централизаци ыйтăвĕсене пурнăçласси, суверенитета сыхласа хăварасси. Хăш лозунга çӳле çĕқлессине экономика саккунĕсем, политэкономи теорийĕ хистенĕ. Аслă Октябрьти социализм революцийĕ теме пулать. Октябрь (кайран декретпе ноябрь уйăхне куçарнă) уйăхĕнче пирĕн историре (тĕнчере те) пысăк улшăнусем пулнă. Малтан пачах урăх лозунг пулнă — пĕтĕм тĕнчери революци. Кайран НЭП — индустриализаци/коллективизаци — вăрçă — оппортунизм/конформизм (малашне каймалли теори çук) — çĕнĕрен НЭП — çĕршыва çаратни/ваклани... План пулмасан малашне утăм çук — пур ĕçре те, пур масштабра та. Viktor (сӳтсе явни) 10:24, 27 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]