Сӳтсе явасси:Бакури патшалăх университечĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

-ри кунта пачах та кирлĕ мар. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:11, 19 Ҫурла уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Баку (е Бакы) патшалăх университечĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:48, 20 Ҫурла уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Азербайджан патшалăхĕн Баку(ри) университечĕ тĕрĕссипе каламалла чăвашла. Анчах та ун пек çырмаççĕ (вăрăммăн тухать), çавăнпа çапла çырнă. Viktor (сӳтсе явни) 18:01, 20 Ҫурла уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Апла мар вĕт: Bakı Dövlət Universiteti! Бакура пĕрре çеç мар, темиçе университет та пулма пултарать. (Калăпăр, Мускавра темиçе университет, Шупашшкарта та темиçе университет). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:59, 20 Ҫурла уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ҫапла, -ри кирлӗ мар. Танл.: Чӑваш патшалӑх университечӗ (Чӑвашри патшалӑх университечӗ мар), Мускав патшалӑх университечӗ (кам ухмаххи Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕ ят панӑ тата? Чӑвашла яланах «М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕ» пулнӑ!). Анчах хӑш-пӗр чухне вырӑн падежӗпе те усӑ курни тӗл пулать: Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ (ҫавна май хальхи ят та юрӑхлӑ теме пулать, анчах «Баку патшалӑх университечӗ» вырӑнлӑрах). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:57, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Çĕнĕ халпа[кодне тӳрлет]

Цитата. Азербайджан патшалăхĕн Баку(ри) университечĕ тĕрĕссипе каламалла чăвашла. Цитата вĕçĕ. 1)Камăнлăх (туртăм) падежĕн аффиксĕ тухса ÿкме те пултарать 2) Азербайджан патшалăхĕн пулни капла та паллă (чĕмсĕрлĕх йĕркипе) 3)Баку (ри) мар, Баку (н). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:43, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]