Сӳтсе явасси:Берёзовка (Хĕрлĕ Чутай районĕ)

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Берёзовка мар, Ут Тапăр. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:18, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ӑҫта????? http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=230 — кунта ҫук вӑл ят! Вырӑнти халӑх та, ав, Березовка тет!!! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:22, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ут Тапӑрь?[кодне тӳрлет]

Мӗн тума вӑйпах ҫакӑн пек ятсене суйламалла-ха? Березовка тени вырӑсла пулнӑран-им? Ак кунта вырӑнти халӑх Ут Тапӑрь-е асӑнать, анчах та ҫавах тӗп ят вырӑнне Березовка тесе усӑ курать-ҫке!!! Мӗншӗн Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ял ятне ун пек «Попой» тесе ҫырма пуҫлас мар? Юрать-ха, «Попой» тесе яла калаҫҫӗ, пӗлеҫҫӗ. Анчах кунта ял ятне Ут Тапӑрь тесе пӗр вырӑсла ан пултӑр тесе кӑна усӑ курнӑ! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:20, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ну, çырса хур эппин Шупашкар вырăнне Чебоксар, Çĕрпÿ вырăнне Цивильск, Улатăр вырăнне Алатырь, Çĕнтервурри выранне Марппоссат, Мускав выранне Москва. Çавă кирлĕ-и сана? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:23, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Шупашкар пирки мар-ҫке халь калаҫу. Ял пирки информаци шырас пулсан эп, вырӑнти мар ҫын пулсан, мӗнле шырӑп? Тахҫан ӗлӗк-авал усӑ курнӑ ятпа-им? Хальхипе ӗнтӗ. Березовкӑна тупмастӑп та — ҫӗнӗ статья хатӗрлесе хуратӑп. Кирлӗ-и вӑл? Вырӑнтисем хӑйсен ялне Ут Тапӑрь темеҫҫӗ пулсан ма вӑйпа чӑвашлатса тӑмалла? Эп Шупашкар вырӑнне Чебоксар теме сӗнместӗп-ҫке! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:29, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)ен[хуравла]
Енчен те Ут Тапăр çырнă пулсан, чăнах та çапла. Ашак Тапăр е Сурăх Тапăр мар.Ĕне Тапăр та мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:37, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Малтан ҫырнӑ. Манран инҫе мар яла та малтан Попой тесе ҫырнӑ. Халь Хурӑнлӑх. Вырӑсла — Хурынлых. Никам та ни Побои ҫырмасть, ни Попой. Эпӗ вара яланах, мӗн ачаран, ӑна Попой ятпа пӗлнӗ. Пӗрре тӑвансем патне открытка ямаллаччӗ те (пурччӗ ун пек вӑхӑтсем), ял ятне Хурынлых тесе ҫырмалли мана самай тӗлӗнтернӗччӗ. Вӗсем малтанхи ятсем, ҫавӑн пек вӗсене палӑртмалла та. Ак инҫе мар «Антоновка» коттедж поселокӗ ӳсет — ӑна та вӗт-ха «Антункасси» тесе палӑртаймастӑн… Е «Тихая слабода» коттедж поселокне илес — ун ятне те «Шӑп Слапата» тесе ҫавӑрттарса хураймастӑн. «Загорское» коттедж поселокӗ… Ман ҫапла ҫырас килет тенипех «Сӑртхыҫ» коттедж поселокӗ тесе хураймастӑн… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:46, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Нумаях пулмасть Самар Кукринчи «Лбище» текен ялăн чăвашла ячĕ тупăнчĕ — Нăлпаш. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:54, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кунта сӑмах Нӑлпаш пирки мар. Березовка ҫинчен калаҫатпӑр… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:30, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Пурте пĕр ретре вĕсем. Кашнийĕн тĕлĕшпе калаçса тăмасан та. Эс ан калаç, тыт та каялла тавăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:55, 21 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]