Сӳтсе явасси:Бином коэффициенчĕсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Бином коэффициенчĕ е Биномлă коэффициент тени куçкĕрет тĕрĕс мар. Йăнăш. Пысăк йăнăш. Абсурд. Çаванпа та статьяна «Биномла коэффициент» ят памалла. Урăхла ăна нимле те калаймастăн. Çакă статьян çĕнĕрен çырнă пайне вуласан та питĕ лайăх курăнать.

Мĕн-ха вăл «бином»? Питĕ ансат! Бином тесе икĕ пайташран тăракан полинома калаççĕ. Урăхла каласан, а+в, х+у, 3+5 йышши. Пур-и çакнашкал япаласен «коэффициенчĕсем»??? Çук!!! Е, пур пулсан та, вĕсем çак статья ятĕнче палăртнă ăнлав патне те пыраймаççĕ. Ăнлавăн анлăлатăвĕсем пуррине шута илсен пушшех те мая килмест.

Вырăсла та, авă, «биномиальный коэффициент» тенĕ. Ахальтен мар ку. Биномный мар, биномский мар. Коэффициент бинома тени вара — пушшех те вĕлерсе яракан япала. Ун пек каламаççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:44, 2 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Вырăсла тĕрĕссĕн Туристская фирма çырмалла, анчах та туристическая фирма теççĕ. Вĕсен хăйсен те пăтрашăнчăк чылай. Халь тунă йăнăшсене кайран тӳрлетме тивет, е тавăрма та хĕн пулать. Филологи нормисене çеç мар ăсра тытмалла, шахмат вăййипе хăтланни те утăм тума вĕрентет. Эпĕ те кунта малтан йăнăшсем янăччĕ, халĕ тӳрлетсе пыратăп. Ытла мăйракаллă сăмах тумалла мар. Халĕ шкулта та чăваш чĕлхине япăх вĕрентеççĕ. Эсир кунта вара кăткăсласа пыраттăр. Ансатрах çырăр. Viktor (сӳтсе явни) 05:33, 2 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
P.S. Асăрханăччĕ. Чăвашсем халĕ чăвашла пĕр-пĕрне вырăсла лайăхрах ăнланаççĕ. Çав таран çитрĕ пирĕн тăван чĕлхере варри (майнстрим) çукки. 2-3 диалект, 20 яхăн вырăнти калаçу, пĕр енчен; чăвашсен массăллă информаци хатĕрĕсем вырăс МИХĕсем умĕнче начар пулни тепĕр енчен. Viktor (сӳтсе явни) 05:40, 2 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Коэффициентсем — мĕнĕн?[кодне тӳрлет]

Коэффициентсем сарăмăн, биномăн хăйĕн мар. Çавăнпа «биномный» мар, «биномиальный» тенĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:39, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Çав месерле сăмах формисем çав тери пăсаççĕ чăваш чĕлхине — вĕсем урăх конструкцисенче вырнаçаççĕ. Коэффициенчĕсем — биномран тухнăскерсем-çке. Хутланă, сарнă хыççăн пулнăскерсем. Viktor (сӳтсе явни) 14:43, 11 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
  • Бином тесе кунта пек япалана калаççĕ. Скобка умĕнче тăраканни — коэффициент. Анчах та унта, тривиаллĕ 1-сĕр пуçне, ним те çук. Çуккă! Кам «айăплă» вăл çуккишĕн? Эпĕ е чăваш чĕлхи? Çук япалана пур тесе кăтартса суймалла мар. Бином сăмахĕ хăй хушăнакан икĕ пайташран тăнине пĕлтерет. Сарăмра вара пайташсем икĕ мар, вĕсен шучĕ унта n+1 чухлĕ. Çавăнпа та сарăм, пĕтĕмĕшле илсен, çапса пăрахсан та бином мар. Е бином пулсан та пачах урăх йышши бином. Ньютонăн мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 00:17, 12 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
  • Ик хут иккĕ тăваттă. Пĕлĕтеп, хăшĕсене «тăваттă» сăмах, ăнланмалла мар сăлтавсене пула, çав тери йĕрĕнтерет. Анчах та ним те тăваймăн, килăшесех пулать. Сăмахран, «виççĕ» тени çав тери чапла пулсан та, ик хут иккĕ виççĕ теейместĕн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:04, 12 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]