Сӳтсе явасси:Борнӑн иккӗмӗш правительстви

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Эп çакăнти «правительство» тенине тин çеç тÿре-шара тенипе улăштарнăччĕ. Халь вăл ытлашши пулса тăнă иккен. Ну, хупăр эппин чăвашла Википедие. Мĕн тума кирлĕ вăл? Вырăсла Википеди те мăй таран! . Ма ун пек тумастăр тата?. Тÿре-шара теме те хăраса тăрсан, малашне епле пурăнмалла ? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:09, 15 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

Тÿре-шара теессинчен ма хăратăр, Николай Плотников? Э? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:37, 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Сăмахĕ ытла шайкă-лейкă пек илтĕнет. Пиçсе çитмен кукăле çиме лайăх-и? Çавна шута илĕр-хе. Урăхларах вариант пулсан...Viktor (сӳтсе явни) 13:05, 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Аха, тÿре-шара тени начар та, правительство тени шутсăр чаплă. )) Сăлтавĕ те палллă: чăваш чĕлхи хай начар та, çаванпа унăн сăмахĕсем те начар. )) Вырăс чĕлхи чаплă та, çавăнпа унăн сăмахĕсем те чаплă. ))) Тимĕр логика. )))
Ellodanis5, «Правительство» сӑмахран ма хӑратӑр? :) «Правительство» ≠ выр. «Чиновники». Сӑмах кунта «шейка-лейка» пирки те мар, ӑнланмалла пулмалли пирки. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:14, 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Правительство тесе çырас-тăк, Чăвашла Википеди ним тума та кирлĕ мар. Паянах хупмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:25, 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Тӳре-шара ку енчен мӗнпе лайӑхрах-ха вара? Шара — монголсенчен йышӑннӑ сӑмах. Чӑн чӑваш сӑмахӗ мар. «Правительство» тени те чӑн чӑваш сӑмахӗ мар. Иккӗшӗ те — ытти чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахсем. Вӗсене йышӑннипе чӑваш чӗлхи пуянланнӑ. Халь вара, правительство тенине сивлесе, эсир чӑваш чӗлхине чухӑнлатасшӑн, унти сӑмах шутне 1 сӑмах чухлӗ сахаллатасшӑн. «Правительство» тенине сивлессин пӗр сӑлтавӗ кӑна пур — деколониализм туйӑмӗ. Вырӑс чӗлхин пусмӑрӗнчен тухма хӑтланасси. Анчах та эпир таҫти шӑтӑкра пурӑнмастпӑр, паянхи кун, ҫак самантра вырӑссемпе ҫуммӑн пурӑнатпӑр. «Правительство» сӑмах та чӑваш чӗлхишӗн ют мар, хаҫат-журналсенче унпа тӑтӑш усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш литературинче те усӑ кураҫҫӗ (Электронлӑ вулавӑшра шырарӑм та 180 тӗслӗхе яхӑн тӗл пулчӗ). Правительство сӑмахпа усӑ курнинчен «Борнӑн иккӗмӗш тӳре-шари» тени чӑваш чӗлхине вӑйлӑрах сиен кӳрет — мӗншӗн тесен ун пек ҫырни пач ӑнланмалла мар ят йӗркелет, ятне урӑхла ӑнланасси патне илсе каять. «1850-мӗш ҫулта килнисем» ятсем те «правительствӑпа» усӑ курнинчен ытларах сиен кӳреҫҫӗ. «1850-мӗш ҫулта килнисем» йышшисем — чӑваш сӑмахӗпе ҫырнӑ сӑмах купи кӑна, унта йӑлт вырӑс чӗлхин конструкцийӗ, ун пек ҫырнине вырӑсла куҫарса кӑна ӑнланма пулать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:23, 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]
Правительство — тискер варваризм. Унашкал сăмахсемпе чĕлхе «пуянланма» пултараймасть. Пĕрене (< Бревно) е Кашни (< Кожний = Каждый) сăмаъхсемпе вара пит аван «пуянланнă», тепĕр енчен. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:14, 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]

Влаçсен пайланăвĕ[кодне тӳрлет]

Енчен те çын влаçсен пайланăвĕн теорине пĕлмест пулсан, уншăн мĕнпур тиексем (чиновниксем) пурте тÿре-шара. (Влаçра нимле пайлану та çук пулсан, — ун пекки те пулать! — каллех çавăн пек. пурте тÿре-шара). Анчах та хальхи вăхăтра влаç пайланăвĕ пур шутланать. Конституци те çаплах калать. Саккун тăвакан влаç, Пурнăçлав влаçĕ тата Суд влаçĕ. Пурнăçлав е, урăхла каласан, ĕç тăвакан влаçрисем, чи çÿллĕ шайрисем, тÿре-шара пулаççĕ. Кĕçĕн шайрисем вăл шута кĕмеççĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:35, 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]