Сӳтсе явасси:Навигацин çулташсемлĕ тытăмĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Термин япӑх[кодне тӳрлет]

1) Ҫулташ — ҫула пӗрле тухнӑ ҫын. Тӗнче уҫлӑхӗнчи спутниксем валли «уҫлӑхташ» (-таш/-теш мӗнпе те пулин пӗрешкел ушкӑнсене палӑртма усӑ курӑнать: ҫулташ — пӗрле ҫул тухнисем; юлташ — ку тутар чӗлхинчен кӗнӗ, ҫулташах пӗлтерет (вӗсен йул, пирӗн ҫул); ентеш - пӗр «ен»-рен пухӑннисем; тата ытти те) сӗнни пурччӗ. 2) «ҫулташсемлӗ» — кун пек йӗркеленеймест. Нумайлӑ хисеп аффиксӗ кирлӗ мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 21:03, 20 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

  • Уçлăхташ теме çук. Уçлăхри кашни япалах çулташ (сателлит) пулаймасть. Çĕр чăмăрĕн çулташĕсем унпа пĕрле çула тухнă, вăл шутра — юриллисем те (çынсем юри, ятарласа кăларса янисем). Çулташсемлĕ тени ăнланмалларах. Такам таçтан тепле шутласа тупнă «праваилăна» кура нумайлăх хисеп паллине кăларса пăрахса ăнланаяслăха тата факт тĕрĕслĕхне чакарма май çук. нумайлăх палли никама та чышмасть, чăрмантармасть. Çулташсем унта пĕрре çеç мар. Пĕр çулташпа çеç навигаци тытăмĕ пулаймасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:57, 21 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]