Сӳтсе явасси:Полици академийĕ (пĕлтерĕшсем)

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Viktor2014, эсир тархасшăн çын пĕлмен сăмахсемпе çырса ан тултарăр статьясене. Пин çул каяллахи сăмахсене паян никам та пĕлмеç. Çынсем калаçнă пек çырма тăрăшмалла, хамăр мĕнле çырас килнĕ пек мар. Каллех ыйтап- кам валли статьисем? Ним те каламас, чăвашла сăмахсемпе çырма тăрăшмалла, анчах халăх калаçнине шута илмелле. Тĕслĕхрен, эп пĕрремĕш хут варуç сăмаха кунта вуларăм. Эсир мĕн, ахаль чăваш ларĕ-и шутласа, мĕнле ку сăмах, сăмахсара пăхам ха тесе. Çук. Вăл хăнăхнă комеди, телесериал, криминал, роль, группа тата ытти латин е урăх чĕлхесенчен килнĕ сăмахсемпе усă курма. Паллах, сахал чăваш ларать интернетра чăвашла вуласа, анчах ку пĕлтермеç, статьясене мĕнле çырас килет, çавăн пек çырап. Ахальтен мар ĕнтĕ Википедие халăх энциклопедийĕ теççĕ. Чăвашла вулакан чăваш та ĕлĕкхи, халь усă курман сăмахсене час-час тĕл пулсан, вулама пăрахĕ. Камăн ларас килет кашни минутра сăмахсара пăхса. Ним те тăваймастăн - нумай ют чĕлхерен килнĕ сăмахсем чăваш çыннишĕн тăван сăмахсем пулса кайнă. Эсир вырăс чĕлхине пăхăр - унта мĕн таран ют, славян мар сăмахсем. А инглиш чĕлхинче? Çавăн пекех. Туркăсене пăхсан та, весен те нумай ют сăмах чĕлхере(араб, латин, инглиш перс сăмахĕсем). Вĕсем тахçанах ют сăмахсене хăйсен чĕлхене кĕртнĕ- ку сăмах ют чĕлхерен килнĕ тесе унпа усă курмалла мар темеççĕ. Паллах, контроль кирлĕ, анчах фанатизмсăр пулмалла. Глобаллă тĕнчере чĕлхесем, ытларах вăйлă халăхсен чĕлхисем ыттисем çине витĕм кӳни вăл- реаллăх(реальность). Halhivăhăt 22:58.