Сӳтсе явасси:Тухатмăшсене хӗсӗрлени

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тухатмăш карчăксене тени темӑна ӳҫса параймасть, ҫавӑнпа та карчӑк сӑмаха кӗртмерӗм. Вӗлернисен хушшинче ҫамрӑк хӗрсемпе хӗрарӑмсем питӗ нумай пулнӑ тата арҫынсем те. --Andreevart (сӳтсе явни) 20:05, 5 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

  • Тухатмăшсене. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:36, 5 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Акăлчанла текст икĕ кĕске сăмахран тăрать, анчах вĕсене те дефис урлă çырнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:40, 5 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Тухатмăшсене тытасси - пӗрремӗш ят. Ятӗнче карчӑксене ҫех палӑртни тӗрӗс мар. Унта карчӑк та, ват ҫынсем те, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ачасем те пулнӑ. --Andreevart (сӳтсе явни) 20:45, 5 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Кирлӗ тӗк, - Тухатмӑш сунарӗ теме пулать. --Andreevart (сӳтсе явни) 20:47, 5 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Тухатмăш сунарĕ тесен, тухатмăшĕ хăй сунара тухнă пек пулать. Ыран тĕлне тен мĕн те пулин пуçа кĕме пултарĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:53, 5 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Юрать. Тухатмăшсене тытасси - пӗрремӗш ят. Мӗнле пулсан та карчӑк сӑмах кунта ниепле те пулма пултараймасть--Andreevart (сӳтсе явни) 20:56, 5 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

«Тухатмăшсене тапăнни» темелле[кодне тӳрлет]

«Тухатмăшсене тапăнни» темелле. «Тухатмăшсене хăвалани» теме те пулать. Анчах та тытни мар. Тытасси те мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:28, 6 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)


Улӑштартӑм. --Andreevart (сӳтсе явни) 06:43, 6 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

«Хĕсĕрлени» тени ытлашши çемçе-ха та вăл, юрĕ ĕнтĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:02, 6 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)