Сӳтсе явасси:Ханкенди

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Непризнанное государство[кодне тӳрлет]

«Йышӑнман патшалӑх» — килӗшӳллӗ илтӗнмест. Ҫавна май, пурне те ӑнланмалла пултӑр тесен, ҫавах та вӑрӑммӑн ят пама сӗнетӗп: «Патшалӑх шутне кӗртме килӗшмен». Вӑрӑм, анчах тӗп-тӗрӗс. Йышӑнман тесен — кам йышӑнман, мӗн йышӑнман (те пӗр-пӗр ҫӗр лаптӑкне вӑл йышӑнма киллӗшмен ӗнтӗ…) текен ыйтусем ҫуралаҫҫӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:04, 29 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Хула ячӗ[кодне тӳрлет]

Ятне ҫав-ҫавах Степанакерт хӑвармалла тетӗп. Мӗншӗн? Чӑвашсем ӑна ҫак ятпа пӗлеҫҫӗ. Ханкенди тесен никам та мӗнле хула пирки сӑмах пынине калаймӗ. Степанакерт тесен вара — пурте пӗлеҫҫӗ. Уйрӑмах унта пулса иртнӗ ҫӗр чӗтренӗвӗ тӳрех пуҫа килет.

Танлаштарма: Уфа хулин официаллӑ ячӗ Уфа. Анчах эпир, чӑвашсем, ӑна Ӗпхӳ тетпӗр. Ма тесен ку ятпа ытларах пӗлетпӗр. Тепӗр тӗслӗх: Ульяновск. Чӑвашла ӑна Чӗмпӗр тесен пурте пӗлетпӗр. Ку ят ытларах Симбирск-па ҫыхӑннӑ пулин те, чӑвашсем Чӗмпӗр тетпӗр. Ҫавна май, Степанакерт ята тӗп тума сӗнетӗп. Ханкенди ят официаллӑ пулнине асӑнса хӑварма манмалла мар ӗнтӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:09, 29 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ман шутпа, кунта лайӑхрах redirect туса хума, Степанакертран ку статьяҫине. Artem Petrov CHV (сӳтсе явни) 19:30, 29 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Тепӗр май тумалла: ку статьяран Степанакерт ҫине редирект тумалла. Калатӑп-иҫ — Степанакерт тесен пурте пӗлеҫҫӗ, ку ятпа вара — никам та. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:58, 30 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]