Сӳтсе явасси:Ӳсĕмĕш
Çакăнта икĕ юлашки саспалли пулман. Вĕсем кунта ним тума та кирлĕ мар. Ку вăл Лаша статьяна Лаши, Сурăх статьяна Сурăхĕ, Мускав статьяна Мускавĕ тесе кăтартнипе пĕрех. Ӳсĕм темелле. Усĕмĕ е Усĕмĕш тени нимле çĕнĕ ăнлав та тумасть, сăмаха (япала ятне) туртăм категорине лартать (икĕ хутчен харăс): Усĕм => Усĕмĕ => Усĕмĕш, — çавă çеç. Чăн та, сăмах тăвакан -ăш/-ĕш аффикс та пур. Анчах та вăл глаголсемпе çеç майлашăнать. Пирĕн тĕслĕхре: Ус-(расти) => Ӳсĕш (прирост). Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:00, 5 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ӳсĕнĕш темелле, апла пулсан. Viktor (сӳтсе явни) 13:20, 5 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ӳсĕн- глаголтан Ӳсĕнĕç пулать. Пурăн- формăран Пурнăç пулнă пек. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:42, 5 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Çӳллĕш вара? Viktor (сӳтсе явни) 19:01, 5 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ӳсĕн- глаголтан Ӳсĕнĕç пулать. Пурăн- формăран Пурнăç пулнă пек. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:42, 5 Раштав уйӑхӗн 2023 (UTC)